pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
dk
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
bannerWoS
dost
ze_in
chuvashskaya respublika copy
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
mezd as stud tv
rus
zozh 2015 2
nauka i obr
kb
soob
map ncpti banner
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

060213_6Математикăпа халăхсем хушшинче ирттерекен „КЕНГУРУ” тата вырăс чĕлхипе „Вырăс упа çури – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ”  Раççейри шкул ачисем хушшинче чăннипех те юратакан, паллă, сумлă вăйă конкурссем пулса тăчĕç.

«Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентÿре»  Регионсем хушшинчи обществăлла организацин Чăваш регион уйрăмĕ (ЧРО МОО ЖНО), И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин  министерстви чăваш чĕлхипе Пĕтĕм Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс йĕркелерĕ.

Чĕлхе пĕлĕвĕ чылай шкул ачишĕн кичем те тунсăх йĕрке пек туйăнать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси. Вăйă конкурс шкулсенче иртет, вĕренекене нимĕнле йывăрлăх та кÿмест, ыйтусемпе ĕçсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене „ăслă” ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать.

Сирĕн вĕренекенĕрсене эпир  „Чĕвĕлти чĕкеç -2013” вăйă конкурса хутшăнма йыхравлатпăр. Вăл 2013 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, иртет. Ку вăййа 2-11 классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ (2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вĕренекенсем уйрăмшарăн тупăшаççĕ).

Шкулсенче вăйă конкурс ирттерес тĕллевпе шкул директорĕсен комисси туни çинчен ятарлă хушу кăлармалла. Вăйă конкурс материалĕсене чикнĕ пакета комисси членĕсен вăйă пуçланас умĕн çеç ачасем умĕнче уçмалла, унччен уçма юрамасть! Вăйă вăхăтĕнче нимĕнле справочниксемпе, словарьсемпе, кĕнекесемпе тата  ытти хушма материалсемпе уса курма юрамасть!

Вĕренекенсене  чăваш чĕлхипе пурĕ 30 тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçсем сĕнетпĕр, вĕсене кашни шкул ачиех пурнăçлама пултарать. Хуравĕсене çырмалла мар: сĕннĕ 5 хуравран тĕрĕссине (1 тĕрĕс хурава) суйласа илсе ятарлă бланк çинче хура гель ручкăпа паллă тумалла çеç. Ĕçе пурнăçлама 1 сехет те 15 минут уйăрнă, çак вăхăт ывăнмалăх та çук. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем кашни класпа уйрăммăн пулаççĕ. Ака уйăхĕнче, бланксене  тĕрĕсленĕ хыççăн, кашни вăййа хутшăнакан шкул пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата вĕренекенсен Раççей шайĕнче  хăйсен ушкăнĕнчи вырăнĕсене палăртнин протокол ведомоçĕсене илеççĕ, вăййа хутшăнакан кашни вĕрентекен тивĕçлĕ сертификат илет.

Ыйтусемпе ĕçсене хатĕрлекенсем вăййа хутшăнакана кăсăклантарма вăйă хыççăн та вĕренÿ кĕнекисене, словарьсемпе справочниксене тата энциклопедисене уçса пăхтарас тĕллевпе тунă. Акă хăш-пĕр тĕслĕхсем (тĕрĕс хуравсене чалăш шрифтпа паллă тунă):

*       Айăпа кĕрсен мĕнле мунча кĕртеççĕ?

(А) тутлă; (Б) хаяр; (В) йĕпе; (Г) тип; (Д) ăшă.

*       Мăран сăмахăн антонимне тупăр.

(А) хитре; (Б) вăйлă; (В) çивĕч; (Г) ăслă; (Д) хăравçă.

*       Çыру, çырă, çырла, çырăну, çырăнтар, çырулăх, çыруçă, çырма-çатра сăмахсем хушшинче çыр (писать) тымартан пулнисем миçе? (А) 3; (Б) 4; (В) 5; (Г) 6; (Д) 7.

*        Пайта сăмахăн синонимне палăртăр. (А) пыйтă; (Б) усă; (В) лаша; (Г) пил; (Д) уçланкă.

Вăййа хутшăнма кăмăл тăвакансен, регионти йĕркелÿ комитетне 9.00 пуçласа 16.00 сехетчен (ĕç вăхăтĕнче) çак телефонсемпе шăнкăравламалла: (8352) 45-03-01 (35-56), 37-32-27, федераллă номер 8-927-667-32-27  (е Этот e-mail адрес защищен от спам-ботов, для его просмотра у Вас должен быть включен Javascript электрон адреспа вăййа хутшăнакансен шутне (кашни класпа уйрăммăн), шкулăн адресĕпе телефонне, шкул директорĕн тата вăйăшăн яваплин хушамачĕпе, ятне тата ашшĕ ятне кăтартмалла. Çавăн пекех ку хыпара çак адреспа ярса памалла: 428015, Шупашкар хули, Университет урамĕ,  38 çурт, физикăпа математика факультечĕ, математикăна вĕрентес меслет кафедри (I-327 ауд.) (ку заявкăна вăййăн ыйтăвĕсемпе ĕçĕсене илме пынă чухне те парса хăварма юрать). Çавăн пекех заявкăсене http://www.schoolgames.ru/ сайтра та пама пулать.

«Вăйă ирттермелли материалсене (ыйтусемпе ĕçсен варианчĕсене, хурав бланкĕсене, ятарлă инструкцие) шкулсене вăйă пуçланиччен 2-3 кун малтан регионăн Тĕп комитетĕнче çак адреспа паратпăр: 428015, Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, физикăпа математика факультечĕ, МПМ кафедри (I-327 ауд.).

Вăйă ирттернĕ хыççăн пĕтĕмлетÿсене 2013 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа пырса илмелле: 428015, Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, физикăпа математика факультечĕ, МПМ кафедри (I-327 ауд.). Вăйă пĕтĕмлетĕвĕсем йĕркелÿ комитетĕнче 1 çул упранаççĕ.

2012 çулхи вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе (ыйтусемпе ĕçсен хуравĕсемпе ăнлантарăвĕ, çĕнтерÿçĕсен списокĕ тата вĕрентекенсен сĕнĕвĕсем) кĕнеке тухнă.

«Чĕвĕлти чĕкеç»

Тĕп йĕркелÿ комитечĕ

Похожие материалы

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia