spid
el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

“Хыпар” хаçатăн ырă пуçарăвĕсенчен пĕри - Муркаш районĕнчи Шомик шкулĕнче чупу ирттерни. Кăçалхипе вăл тăххăрмĕш хут йĕркеленчĕ. Тахçанах асăрханă: ăмăртнă кун кашнинчех çанталăк хĕвеллĕ те ăшă, çакна “Хыпар” никĕслевçи Николай Никольский ырă кăмăллă çын пулнипе çыхăнтармалла-тăр. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ спорт мероприятине уçнă май “Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов шăпах çакна асăнчĕ. Вăл Шомиксене, ăмăртăва хутшăнакансене ентешĕн, Николай Никольский ăсчахăн, кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ, тин çеç “Хыпар”: минувшее и настоящее” кĕнеке пичетленсе тухнине каларĕ. Шкул ачисемпе студентсене, предприяти-организаци ĕçченĕсене Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ Валерий Сапожников, Раççей суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин çумĕ Евгений Макаров, Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Лебедев, Шомик шкулĕн директорĕ Татьяна Майорова, спонсорсем çĕнтерÿ патне ăнтăлма сунчĕç.

Афган вăрçин ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Вячеслав Киршев Муркаш лицейĕн директорне Николай Смирнова ăмăртăва пуçарма çине тăнăшăн, чупăва йĕркелеме çуллен пулăшнăшăн общество пĕрлешĕвĕн “Çарпа патриотизм ĕçне хастар хутшăннăшăн” медалĕпе чысларĕ. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем Чăваш Республикин Патшалăх ялавне хăпартсан çăмăл атлетсем старта тухрĕç. Палăртма кăмăллă: пурĕ 17 команда тупăшрĕ.

6-7-мĕш классенче ăс пухакансем икĕ ушкăнра вăй виçрĕç. Арçын ачасенчен Муркаш районĕнчи Чуманкасси шкулĕнче вĕренекен Алексей Корчагин çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Шомик шкулĕнче пĕлÿ пухакан Денис Жандаровпа Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕн хастарĕ Андрей Иванов пайларĕç. Хĕр ачасем те çивĕч ăмăртрĕç. 1-мĕш вырăна Марина Иванова /Калайкасси шкулĕ/ тухрĕ. Çак пĕлÿ çурчĕн сукмакне такăрлатакан Елена Петухова финиша - иккĕмĕш, Ярапайкасси хĕрĕ Диана Чернова виççĕмĕш çитрĕç.

8-9-мĕш класс арçын ачисен йышĕнче Юрий Степанов /Мăн Чураш шкулĕ/, Иван Семеновпа Станислав Ершов /Шатракасси шкулĕ/ чи маттуррисем пулчĕç. Хĕр ачасенчен пĕрремĕш вырăна Светлана Соколова /Ярапайкасси шкулĕ/, иккĕмĕшне - Надежда Федорова /Тойкилтĕ шкулĕ/, виççĕмĕшне Анастасия Ксенофонтова /Шатракасси шкулĕ/ тивĕçрĕç.

10-11-мĕш классенче вĕренекенсенчен кашниех финиша чи малтан çитме ăнтăлчĕ. Каччăсенчен Çатракасси шкулĕнче пĕлÿ илекен Василий Федорова çитекен пулмарĕ, Муркаш лицейĕнче ăс пухакан Алексей Смирновпа Сергей Клементьев /Чуманкасси/ унран кăшт каярах çитрĕç. Хĕрсенчен Вероника Кожанова /Ярапайкасси шкулĕ/, Надежда Ивановăпа Мария Родионова /Калайкасси шкулĕ/ маттур пулчĕç.

Предприяти-организацире тăрăшакансен тупăшăвĕ те çивĕч иртрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн чысне хÿтĕлекен Мальвина Петровăпа Ирина Юманова пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Дина Замятина /“Зооветснаб”/ финиша виççĕмĕш çитрĕ. Арçынсен йышĕнче те пулас журналистсем çĕнтерчĕç. Василий Митрофановпа Андрей Аверьянов çил хăвăртлăхĕпе “вĕçрĕç”. “Зооветснаб” ĕçченĕ Алексей Моисеев - виççĕмĕш вырăнта.

Вăтам шкулсен хушшинче Калайкасси, Оринин, Чуманкасси шкулĕсем мала тухрĕç. Калайкассинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ шкул команди “Хыпар” кубокне темиçе çул ĕнтĕ хăйĕнчен вĕçертмест. Тĕп шкулсенчен сумлă парнене - куçса çÿрекен кубока - Шатракассисем çĕнсе илчĕç. Шомик, Кашмаш шкулĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Предприяти-организаци хушшинче журналистика факультечĕ мала тухрĕ, “Зооветснаб” - иккĕмĕш, Суд приставĕсен команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Тăххăрмĕш хут иртнĕ ăмăртăва хутшăннисем савăк кăмăлпа саланчĕç: мала тухнисем çĕнсе илнĕ парнесемшĕн хĕпĕртерĕç, тухайманнисем çитес çулхи вуннăмĕш чупура чи маттуррисен йышне кĕме палăртрĕç. Ачасемпе çамрăксен ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр, “Хыпар” кубокĕсене тивĕçессишĕн йĕркеленекен тупăшу вĕсене яланах хавхалану кÿтĕр.

РЕДАКЦИРЕН. Ăмăртăва ирттерме пулăшнăшăн «Хыпар» Издательство çурчĕ «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмне, Чăваш кĕнеке издательствин директорне В.П.Комиссарова, «Çĕнĕ вăхăт» типографи директорне А.В.Сорокина, «Зооветснаб» директорне О.И.Николаева, Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорне Н.Г.Ванеркина, «Селеновый дар», «ВТМ», «Гея», «Моргаушавтотехсервис», «Моргаушрайбыт», «Энергосервис», «Чăвашторгсбыт», «Сосновкăри çăкăр завочĕ» ООО ертÿçисене В.М.Мочалова, П.И.Макарова, Е.Н.Скворцовăна, П.Т.Терентьева, Л.Д.Дмитриева, А.П.Давыдова, В.А.Моисеева, А.И.Федотова, М.А.Плотникова, «КМаТ» фермер хуçалăхĕн ертÿçине М.А.Каликова, Муркаш пасарĕн директорне Е.Н.Субботина, Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн председательне Л.П.Майковăна, Ю.И.Плотников фермера, Мăн Сĕнтĕр райповĕн Шомикри лавккин заведующине С.А.Степановăна, Муркаш район администрацине, Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхне Г.Г.Лебедева, Муркаш лицейĕн директорне Н.Е.Смирнова, В.Т.Моисеев тĕп судьяна, Шомик шкулĕн коллективне /директорĕ - Т.М.Майорова/ тав тăвать. Ĕçĕр ăнса пытăр. Малашне те çыхăну тачă пуласса шанас килет.

Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», çу уйăхĕн 24-мĕшĕ, 2011 çул. 

 

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia