el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
nauka i obr
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

090715 5

XXI ĕмĕр - профессионалсен ĕмĕрĕ. Çакна шута илсе паянхи çамрăксем май пур чухне вĕренме, тавра курăмне анлăлатма, хальхи йышши технологисене алла илме тăрăшаççĕ. Чи пултаруллисем вара инноваци тата ăслăлăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Вĕсене палăртнă ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшас тĕллевпе пирĕн республикăра тем тĕрлĕ конкурс ирттереççĕ, грантсем сĕнеççĕ.

Акă инноваци проекчĕсен «У.М.Н.И.К.» /«çамрăксен ăслăлăх-инноваци конкурсне хутшăнакан» тени пулать/ программинех илер. Унăн тĕп тĕллевĕ - инноваци ĕçĕ-хĕлĕпе аппаланакан çамрăк ученăйсене тупса палăртасси, вĕсене хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн май туса парасси. VII конкурс /ăна пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче пĕтĕмлетнĕ/ çĕнтерÿçисен йышĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕренекен Юлия Андреева та пур. Вăл «Магни çитменни хĕрарăмăн ача çуратма пултараслăхне мĕнле витĕм кÿни» проекчĕпе «Биотехнологисем» номинацире палăрнă. Хастар хĕр çак проект тата хăйĕн пирки, çамрăк ăсчахсене паянхи кун тата мĕн кăсăклантарни çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма килĕшрĕ.

- Эпĕ хамăн ăслăлăх ертÿçи Наталия Толмачева /вăл медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор/ пулăшса пынипе микро- тата макроэлементсем, уйрăммăн илсен магни, этем организмне мĕнле витĕм кÿнине тĕпчетĕп, - терĕ Юлия. - Паллă ĕнтĕ: вăл чĕре тытăмĕшĕн питех те усăллă. Унсăр пуçне стресс пулас хăрушлăха сирет. Пуçламăш курссенче вĕреннĕ вăхăтра пĕр ушкăна магни препарачĕсене пĕр уйăх ĕçме сĕнтĕмĕр, çак тапхăрта вĕсен кăмăл-туйăмĕ, хастарлăхĕ еплерех улшăннине сăнарăмăр. Çынсен кăмăлĕ лайăхланни, хастарлăхĕ ÿсни питĕ аван сисĕнчĕ. Чылайăшĕ ĕçлес туртăмĕ вăйланнине те пĕлтерчĕ. Ку ĕçе эпĕ 3-мĕш курсра ăс пухнă чухне хÿтĕлерĕм. Халĕ вара асăннă темăна малалла тĕпчетĕп, ытларах наука тĕлĕшĕнчен. Организма магни çитменни хĕрарăмăн ача çуратма пултараслăхне мĕнле витĕм кÿни кăсăклантарать. Çакнашкал тачă çыхăнăва палăртрăмăр: магни мĕн чухлĕ ытларах - этемлĕхĕн черчен çуррин репродукци тытăмĕ çавăн чухлĕ лайăхрах ĕçлет. Хальлĕхе эпир йĕке хÿресемпе тĕрлĕ сăнав ирттеретпĕр, «У.М.Н.И.К.» программăра /сăмах май, эпĕ унта пĕрремĕш хут хутшăнтăм/ çĕнсе илнĕ грантпа усă куратпăр. Вĕсене хамăр шухăшласа тупнă магни препаратне паратпăр, çакăн хыççăн чĕр чунсем пĕтĕленсен мĕнле çÿренине, миçе çура тунине тата ытти саманта шута илетпĕр. Тепĕр тапхăр - çакнашкал сăнавсене хĕрарăмсем çинче ирттересси. Маларахри тĕпчевсене тĕпе хурса çапла пĕтĕмлетме пулать: магни дефицичĕпе аптрама пултаракан пикесен ÿсĕмĕ - 23-24 çул. Чылайăшĕн шăпах çак ÿсĕмре çие юлать, çавна май вĕсем теветкеллĕх ушкăнне лекеççĕ те. Гормон йывăрлăхĕсем ача кĕтнĕ тапхăрта хăйсем çинчен аса илтереççĕ. Магни çитмесен гормонсем хăйсен «тивĕçне» туллин пурнăçлаймаççĕ, çавна май хĕрарăмсен хырăм ÿкес хăрушлăх ÿсет.

- Халĕ аптекăсенче тем тĕрлĕ витаминпа минерал комплексĕ те сутаççĕ. Вĕсене ĕçсен организмри магни шайĕ те ÿсет ахăртнех.

- Эпир халăх кăмăлласах туянакан витаминпа минерал 10 комплексне тĕпчерĕмĕр. Шел, вĕсенче магни шайĕ ытла та пĕчĕк, çынна талăкра кирлĕ чухлĕ виçене çитеймест. Çавăнпа эпир ăслăлăх ертÿçипе хамăрăн çĕнĕ продукта кăларма пуçласшăн, ку хутĕнче те грант укçипех усă курасшăн. Вăл тутлă, хаклах мар, пĕтĕм органпа тытăма ырă витĕм кÿрет. Унăн ятне хальлĕхе каламастăп, мĕншĕн тесен çывăх вăхăтра патент илме ĕмĕтленетпĕр.

- Организмра магни çителĕклĕ пултăр тесен рациона хăш çимĕçсене кĕртсен аван?

- Хальхи вăхăтра пирĕнтен чылайăшĕ тĕрлĕ пăтă, чĕлкĕмлĕ апат пирки маннă. Вĕсем апат ирĕлтерекен тытăмшăн усăллă, магни шайĕ те пысăк. Хамăрăн мăн асатте-асаннене, мăн кукаçи-кукамая аса илер-ха. Вĕсем ирсерен сĕлĕ пăтти çинĕ, пучахлă ÿсен-тăранпа усă курнă. Çакна пулах ĕмĕрĕ те вăрăм пулнă. Паянхи çынсем вара рафинадланă апат-çимĕçе кăмăллаççĕ. Вăл сывлăхшăн усăллă теме çук. Нумайăшĕ пылак булкăна хура кофĕпе сыпса çиет - кун пек чухне организмра магни юлмасть те. Çак микроэлемент шайĕ пылак çимĕçсене, кофĕне пула уйрăмах хăвăрт чакать. Тĕрĕс мар апатланнăранах чирсем çамрăкланса пыраççĕ. Çавăнпа эпир профилактика пирки манмалла маррине аса илтерсех тăратпăр.

- Эсир медицина тытăмне кăмăллани калаçуран лайăх сисĕнет. Пĕчĕкренех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ-и?

- 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне çуралчĕ те çак ĕмĕт - унтанпа пĕрре те улшăнмарĕ. Кукамайăм медсестрара 42 çул вăй хуни те витĕм кÿчĕ ахăртнех. Ку «кухньăна» шалтан лайăх пĕлетĕп: эпĕ 3-5 çултан пуçласа меллĕ кашни самантра аннепе пĕрле кукамай патне ĕçе каяттăм. Çывăх çыннăм неврологи уйрăмĕнче тăрăшатчĕ. Унта курнă «ÿкерчĕксене» хитре теме çук паллах, анчах инсульт пулнă е шалкăм çапнă пациентсене шур халатлă специалистсем ура çине тăратни питех те пархатарлă иккенне ун чухнех ăнланаттăм. Çав çынсем килне хăйсем утса кайни савăнтаратчĕ мана. Ырă ĕçе хамăн та хутшăнас килетчĕ. Медицина тĕнчине çавăнтанпах питĕ юрататăп. Ĕмĕте пурнăçлас тесе шкулта тăрăшса вĕрентĕм, университета пĕр йывăрлăхсăрах кĕтĕм. ППЭ пĕтĕмлетĕвĕсемпе Санкт-Петербургри аслă шкула та кайма пулатчĕ, анчах эпĕ хам çуралса ÿснĕ хуларах - тăван Шупашкартах - юлтăм. Сăмах май, тăвансен хушшинче медицина ĕçченĕсем татах та пур.

- «Земство тухтăрĕ» проектпа килĕшÿллĕн халĕ аслă пĕлÿ илнĕ, яла ĕçлеме каякан çамрăк врачсене 1 миллион тенкĕ параççĕ. Ун пирки мĕн шухăшлатăр тата хăвăрăн яла каяс кăмăл çук-и?

- «Земство тухтăрĕ» проекта питĕ ăнăçлă тесе палăртас килет. Пирĕн факультетри студентсенчен 60% унта хутшăнасшăн, çав шутран чылайăшĕ ялта çуралса ÿснĕ. 1 млн тенкĕ - çамрăк специалистсемшĕн чăнласах та пысăк пулăшу, вĕсем унпа усă курса çурт хăпартма, унтан çемье çавăрса йыш хушма пултараççĕ. Хам пирки калас тăк эпĕ хальлĕхе яла ĕçлеме каймашкăн палăртман. Унти йĕкĕтпе пĕрлешсен, тен, шухăша улăштарăп. Чăн та, хальлĕхе турă çырнине тĕл пулман-ха. Тĕрĕссипе, мана наука ытларах кăсăклантарать. Эпĕ медицина факультечĕн студентсен ăслăлăх обществин /СĂО/ председателĕ, ЧПУ СĂО председателĕн çумĕ, ку ĕçе те малалла тăсас килет. Ăслăлăх «чулне кăшлакансем» валли конференцисем, тренингсем, семинарсем ирттеретпĕр. Манăн университетра тата пĕр çул вĕренмелле, хыççăнах - интернатура. Унта ăсталăха ÿстернĕ хушăрах аспирантурăна кайма, ăслăлăх ĕçне хÿтĕлеме планлатăп. Унсăр пуçне эпĕ патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕнче ăс пухатăп, ăна тепĕр çул пĕтеретĕп. Сăмах май, академие кĕмешкĕн те йывăр пулмарĕ, унта хула активисчĕсене аслă пĕлÿ никĕсĕ çинче илеççĕ.

- Çав вăхăтрах эсир общество ĕçне те хастар хутшăнатăр. Конкурссемпе форумсенче тата ытти мероприятире тĕрлĕ Дипломпа грант çĕнсе илетĕр.

- Унсăрăн май килмест. Аслă шкулта иртекен ăслăлăхпа практика конференцийĕсене, спорт тĕрлĕ ăмăртăвне /тĕслĕхрен, шахмат енĕпе йĕркелекен чемпионата, çăмăл атлетика эстафетине/ кашни çулах хутшăнатăп. Эпĕ хамăрăн ушкăн старости-çке. «Аслă Атăл çамрăклăхĕ» конференци-фестивальте пĕлтĕр - лауреат, кăçал çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕм. «МолГород», «Селигер» тата çакнашкал ытти форума та кăмăллатăп. Шупашкар хулин волонтерĕ пулнă май кашни уйăхрах тем тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр. Эпĕ хам ытларах ача çурчĕсемпе ĕçлетĕп, ку проектăн координаторĕ. Унти шăпăрлансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ пире. Унсăр пуçне сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан акцисене ирттерме кăмăллатăп. Вĕсем чăнласах та ырă витĕм кÿреççĕ. Акă çакнашкал акцисене пулах хамăн пĕлĕшсем сигарет туртма пăрахрĕç, спортпа туслашрĕç. Подъездра пирус мăкăрлантарса тăрас вырăнне вĕсем халĕ турник патнелле васкаççĕ. Çынсен хастарлăхĕ юлашки вăхăтра ÿссе пыни савăнтарать, вĕсенчен нумайăшне кирек мĕнле мероприятие те хутшăнтарма май килет.

- Çакнашкал мероприятисенче асра нумайлăха юлакан самантсем те пулаççех ĕнтĕ.

- Тĕрĕсех. Кăçал нарăс уйăхĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕсен хастарĕсен «Лига-хĕлле» пухăвне Чул хулана кайрăмăр, Чăваш Енрен - пĕтĕмпе 6 çын. Унта 16 регион представителĕсем пухăнчĕç. Вĕсем эпир, чăвашсем, толерантлă, ытти халăх тĕлĕшĕпе ырă кăмăллă та тарават пулнинчен питĕ тĕлĕнчĕç.

- Пур çĕре те çитсе темĕн тума та ĕлкĕрекен хĕрĕн канмашкăн вăхăт юлать-и?

- Пурнăç вăл питĕ интереслĕ, тепĕр чухне маншăн талăкри 24 сехет те çителĕксĕр пек туйăнать. Пушă вăхăта спорта халаллатăп: чупатăп, мыщцăсене лайăх витĕм кÿрекен вăй хăнăхтарăвĕсене тăватăп. Кĕлетке те, чун та яланах хитре те сывă пулмалла. Паллах, пушă вăхăтра атте-аннепе, тăвансемпе хутшăнатăп, кукамай патне яла каятăп.

- Мĕнле чĕнÿпе пурăнатăр?

- Ăнăçу вăл - кирлĕ вăхăтра кирлĕ вырăнта пуласси.

- Юлия, çамрăксене мĕн сунас килет?

- Сывă пурнăç йĕркине тытса пырăр тата сывлăхăра упрăр.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Газета «Хыпар». 2013. 26 июня.

 

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia