ЧР Вĕренÿ министерстви тата республикăри çамрăк тĕпчевçĕсемпе специалистсен канашĕ „Чăваш Енри чи лайăх çамрăк тĕпчевçĕсем” конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурса аслă професси пĕлĕвĕ паракан 7 учрежденипе 1 предприятирен 21 ĕç тăратнă. Унта 40 çула çитмен ăслăлăх докторĕсемпе кандидачĕсем хутшăннă.

Çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинацире палăртнă. Çут çанталăка тĕпчекен çамрăксен йышĕнче Иван Бардасов /И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ/ тата Елена Саперова / Чăваш  патшалăх педагогика университечĕ/ мала тухнă. Техника ăслăлăхĕсем енĕпе „Чи лайăх çамрăк тĕпчевçĕ” ята Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ĕçлекен Ольга Михайлова тивĕçнĕ. «Гуманитари ăслăлăхĕсем» номинацире Санкт-Петербург патшалăх экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕнчи Стелла Григорьева çĕнтернĕ.

А.АНДРИЯНОВ. Газета «Хыпар». 2013. 9 февраля.

 

ruschuvashengfr 
 
vk new Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia