"Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016" акцие пĕтĕмпе 6374 çын хутшăннă. Вĕсенчен:

- "5" илекенсем 1708 çын (26,80%);

- "4" илекенсем 2522 çын (39,57%);

- "3" илекенсем 1808 çын (28,36%);

- "2" илекенсем 334 çын (5,24%);

- текста туллин ярса паманнипе ĕçне хакламаннисем 2 çын (0,03%).

"Пиллĕк" илнисен списокне çу уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне сайта вырнаçтаратпăр, ăçта тата хăçан чыслани пирки те çавăн чухнех пĕлтерĕпĕр.