el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
nauka i obr
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

090715 5

Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче профессие алла илес ĕçе аудиторире ларса кăна мар, предприяти-организацире иртекен занятисенче те хăнăхасси йăлана кĕрсе пырать. Чăн та, ĕçе вырăнта хăнăхмасан паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен специалист пулаймăн.

Çакна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тахçанах шута илнĕ. Ĕç рынокĕнче инженери специальноçĕсем сумлă вырăн йышăннине кура çак кунсенче асăннă вуз Шупашкарти «Кейсистемс» компанире университетăн информатикăпа шутласа кăлармалли техника факультечĕн кафедрине уçрĕ.

«Кейсистемс» — Раççейри патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем валли программăсем хатĕрлекен фирма. Унăн таварĕпе çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те усă кураççĕ. Чăваш Енре асăннă компани специалисчĕсем халăх укçипе мĕнле усă курассин эффективлă информаци тытăмне йĕркеленĕ.

— Çĕршыври паллă компанисенчен пĕринче хамăрăн кафедрăна уçнинчен тĕлĕнме кирлех мар: «Кейсистемспа» партнер хутшăнăвĕсем темиçе çул каяллах йĕркеленнĕ. Кунта пирĕн студентсем темиçе çул ĕнтĕ практика тухаççĕ. Хăйсен пĕлĕвне, ĕçлес туртăмĕпе професси ăсталăхне кăтартма пултаракансем ĕçе те вырнаçаççĕ. Компанин штатĕнче ЧПУн информатика факультетĕнчен вĕренсе тухнисем — 100 çын ытла, — терĕ çĕнĕ кафедрăна йăлана кĕнĕ майпа хĕрлĕ хăйăва кассах уçнă май аслă шкул ректорĕ Андрей Александров.

Çак миссие пурнăçлама хутшăннă сумлă хăна — Чăваш Ен информаци политикин министрĕ Александр Иванов — паян республикăра информаци технологийĕсемпе ĕçлекен специалистсем — программистсем, аналитиксем, хăрушсăрлăх инженерĕсем — çитменнине палăртрĕ. «Пурнăç таппипе тан пыракан квалификациллĕ кадрсене аслă шкул хăйĕн пурлăх никĕсĕпе усă курса кăна пахалăхлă хатĕрлеймĕ. Çакнашкал хутшăнса ĕçлени лару-тăрăва лайăхлатма май парĕ», — терĕ вăл.

Кафедра уçăлнă кунах вĕренÿ заведенийĕн ректорĕпе Андрей Александровпа «Кейсистемс» компани директорĕ Алексей Матросов икĕ ен еплерех ĕçлессине килĕшÿ алă пусса çирĕплетрĕç. Алексей Александрович хăй ертсе пыракан ушкăнра мал туртăмлă, сывă пурнăç йăлине пăхăнакан çынсем ĕçленине пĕлтерчĕ, студентсене хăйсем патĕнче тĕрлĕ енлĕн аталанма майсем пулассине шантарчĕ. Профессие ăнсăртран суйламаннисем «Кейсистемсра» пухнă опытпа ĕçе çăмăллăнах вырнаçасси пирки пĕртте иккĕленмест вăл.

Сăмах май, фирмăра программистра ĕçлекен ЧПУ магистрĕ Инна Антонова хăйне кунта ĕçлеме сĕнсен çав тери хĕпĕртенĕ. Хальлĕхе программăсемпе ĕçлеме вĕренсе кăна пырать пулин те çитес вăхăтра вĕсене хăй тĕллĕн хатĕрлеме ĕмĕтленет. Кăçал кăна бакалавр дипломне илнĕ хĕр университетăн чи лайăх 100 выпускникĕн йышне кĕнĕ. Инна пултаруллă пулнине 2016 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулни те çирĕплетет. Малашне компанире тăван вузра вĕренекенсем практикăра кăна мар, занятисенче те пуласси пирки хăйĕн шухăшне çапла палăртрĕ: «Çак фирма вĕсемшĕн — лайăх шкул, кунта ĕçлекенсем вара чăн-чăн юлташсем пулса тăрĕç».

Ирина ПУШКИНА. Газета "Хыпар".2016. 9 ноября.

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia