Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Ыран пӗтӗм тӗнчипех вырӑс чӗлхипе пӗтӗмӗшле диктант ҫыраҫҫӗ (видео)

Ыран пӗтӗм тӗнчипех вырӑс чӗлхипе пӗтӗмӗшле диктант ҫыраҫҫӗ (видео)

04.04.2025
Категории: Чӑвашла.

Ҫутӗҫ ацине Чӑваш Енре 13-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлӗвне кӑмӑл тӑвакансем 3 лаптӑкра тӗрӗслеме пултараҫҫӗ – Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Наци библиотекинче тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире.

Кӑҫал диктант валли текст Марина Москвина ҫыравҫӑ хатӗрленӗ. Вӑл ҫын пурнӑҫӗпе шӑпи ҫинчен. Автор чӗлхи – ҫӑмӑл та ӑнланмалла. Диктант ҫырас кӑмӑллисен ятарласа уйӑрнӑ лаптӑксене 14 сехет тӗлне ҫитмелле. Пӗлӗве инҫет мелӗпе те тӗрӗслеме пулать. Ҫавӑн пекех диктанта чӑвашла ҫырма юрать. Ӑна “Тот язык” проектпа килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле диктант кӑтартӑвне ӑна ҫыракан кӑна пӗлме пултарать. Ку вӑл чӗлхе пӗлӗвне тӗрӗслемелли лайӑх мел, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Ҫак акципе ҫыхӑннӑ пӗтӗм информацие “ВКонтакте” социаллӑ тытӑмри “Онлайн марафон тотального диктанта” страницӑра тупма пулать.