21 мая
, нечетная неделя
Расписание
Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Вениамин Вишневский ача-пӑча тухтӑрне юлашки ҫула ӑсатрӗҫ

Вениамин Вишневский ача-пӑча тухтӑрне юлашки ҫула ӑсатрӗҫ

13.05.2022
Категории: Чӑвашла.

Çу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ врачне, медицина наукисен кандидатне, республикӑн сывлӑх сыхлав аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ Вениамин Яковлевич Вишевский педиатра юлашки ҫула ӑсатрӗҫ. Ӑна тӑван тӑрӑхӗнче – Етӗрне районӗнчи Советскинче – пытарчӗҫ.

Вениамин Яковлевич 82 ҫула кайнӑ. Вӑл – 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Унӑн ӗҫӗсем республикӑра аллергологи тытӑмне йӗркелесе яма пулӑшнӑ.

Вениамин Вишневский Етӗрне районӗнчи Анат Сӑнар ялӗнче 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти мединститутра вӗреннӗ. Йӑлӑмра педиатрта, Шупашкарти ача-пӑча пульницинче тӗп врач ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университетӗнче малтан ассистентра, 1987–1998 ҫулсенче педиатри кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ. 1983-1987 ҫулсенче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп педиатрӗ шутланнӑ. 1998 ҫулта Вениамин Вишневский тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, Хучашри участок пульницинче ӗҫленӗ.

https://chuvash.org.