Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Унта вӗреннӗ связистсем Жуков маршала тӳрремӗн Сталинпа ҫыхӑнтарса тӑнӑ (видео)

Унта вӗреннӗ связистсем Жуков маршала тӳрремӗн Сталинпа ҫыхӑнтарса тӑнӑ (видео)

13.04.2024
Категории: Чӑвашла.

Шупашкарта вырнаҫнӑ телеграфсен 8-мӗш саппасри полкне йӗркеленӗренпе 82 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна асӑнса Чӑваш патшалӑх университетӗнче митинг иртрӗ.

1941-мӗшӗнче кунта Мускав ҫар округӗн 1-мӗш саппасри полкне уҫнӑ пулнӑ. 42-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗнче вара телеграфсен 8-мӗш саппас полкне йӗркеленӗ. Вӑл 4 пайран тӑнӑ. Пӗри шӑпах хальхи Мускав проспектӗнчи Чӑваш патшалӑх университечӗн администраци ҫурчӗ пулать. Кунта тӗрлӗ тӑрӑхран икӗ пин те ҫичҫӗр ҫитмӗл тӑхӑр хӗр-салтак связиста вӗреннӗ. Вӑл йышра чӑвашсем те йышлӑн пулнӑ. Ятарлӑ пӗлӳ илсен вӗсене тӗрлӗ штаба, партизансен пӗрлӗхӗсене салатнӑ. Хӑйсен тивӗҫне вӗсем яваплӑ пурнӑҫланӑ. Полкран вӗренсе тухнӑ 700 ытла хӗр фронта лайӑх ҫыхӑнупа тивӗҫтернӗшӗн орден-медале тивӗҫнӗ. Сӑмах май, Сталинӑн нумай хушӑвӗ телеграммӑпа малтанах ҫак ҫурта ҫитсе кунтан фронта саланнӑ.

https://chgtrk.ru.