Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Ученӑйсем тата студентсем тӑрӑшнипе ӑнӑҫлӑ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ

Ученӑйсем тата студентсем тӑрӑшнипе ӑнӑҫлӑ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ

27.06.2023
Категории: Чӑвашла.

Ҫӗнӗлле шухӑшланисӗр тата хальхи технологисемсӗр республикӑна аталантарма йывӑр. Регионсем хушшинчи куравра Чӑваш патшалӑх университечӗ шӑпах малашлӑх проекчӗсемпе паллаштарчӗ. Вӗсем ҫывӑх вӑхӑтрах экономикӑна ырӑ витӗм кӳме пултарӗҫ.

Ҫавӑн пек хӑйнееверлӗ проектсенчен пӗри -“Аслӑ инженери шкулӗ”. Вӑл университетра авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Унта пуласлӑхри инженерсене хатӗрлес тӗллевлӗ. Бакалавриатӑн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекенсем тӗп пӗлӗве тӗпченипе пӗрлех ушкӑнпа ӗҫлеме, тӗрлӗ йывӑрлӑха парӑнтарма хӑнӑхӗҫ. Андрей Александров ректор палӑртнӑ тӑрах, кунта модуллӗ вӗренӳ пулӗ. Ҫамрӑксемпе ҫӗршыври чи ӑста преподавательсем ӗҫлӗҫ. Вӗсене ятарласа Чӑваш Ене чӗнсе илме те хатӗр. Куравра хӑйӗн проекчӗпе химипе фармацевтика факультечӗн магистратурин 2-мӗш курс студенчӗ Александр Новиков паллаштарчӗ. Вӑл ӑна пурнӑҫа кӗртме грант ҫӗнсе илнӗ. Александр полиуретанран ҫуллӑ хутӑшсене ҫӑратмалли материал шутласа тупнӑ. Ҫак шӗвек гербецидсем кӑларнӑ ҫӗрте питӗ кирлӗ. Ҫамрӑк ӑсчах саккассем йышӑнма пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Ҫакӑн пек ырӑ тӗслӗх Чӑваш патшалӑх университетӗнче сахал мар. Ученӑйсем тата студентсем тӑрӑшнипе экономика, экологи, машин тӑвас тытӑмсенче проектсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, аслӑ шкулта халӗ Чӑваш Еншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ объектпа – карбонлӑ полигон тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл ҫут ҫанталӑка сиен кӳме пултаракан атмосферӑри газсем мӗн чухлӗ пулнине асӑрхаса тӑма май парать. Ку опыт хамӑр республикӑшӑн кӑна мар, Пӗтӗм Раҫҫейшӗн те усӑллӑ. Ҫавӑнпа проекта ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа аслӑ пӗлӳ министерстви те ырланӑ.

https://chgtrk.ru.