Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Таврӑнма ӗмӗтленни пирки пӗлтерчӗҫ

Таврӑнма ӗмӗтленни пирки пӗлтерчӗҫ

03.08.2022
Категории: Чӑвашла.

Паян Чӑваш патшалӑх университетӗнче Донецк тата Луганск халӑх республикисенчи шкул ачисем валли йӗркеленӗ “Университет смени” вӗҫленет. Киле каяс умӗн яш-кӗрӗмпе Правительство ҫуртӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ.

Луганск тата Донецк халӑх республикисенчен килнӗ  шкул ачисем Чӑваш Енре 10 кун пурӑннӑ. Ҫак тапхӑрта вӗсем тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑннӑ, регионти паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Чӑваш Правительствин ҫуртӗнче пулса курнишӗн  хӑнасем уйрӑмах хӗпӗртенӗ. Хӗрсемпе каччӑсем Олег Николаева, Чӑваш патшалӑх университетне канма, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тивӗҫлӗ майсем туса панӑшӑн тав турӗҫ. Университет смени питӗ кӑсӑклӑ  пулнине палӑртрӗҫ ачасем.

https://chgtrk.ru.