Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Тӑван университет ятне ҫӳле ҫӗклеме сунчӗҫ

Тӑван университет ятне ҫӳле ҫӗклеме сунчӗҫ

06.07.2022
Категории: Чӑвашла.

Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренсе тухакан чи лайӑх студентсене чысларӗҫ.

Кӑҫал Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 2800 ытла студент вӗренсе тухать. Вӗсенчен 120-мӗшӗ “Чи лайӑххи”  ята тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче “5” паллӑсемпе кӑна ӗлкӗрсе пынисем, спортра, наукӑпа тӗпчев ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тунисем, тӗрлӗ конкурс-олимпиада ҫӗнтерӳҫисем. Ҫавӑн пекех чи лайӑххисен шутӗнче университет пурнӑҫне, тӗрлӗ уявпа ӗҫ-пуҫа хастар хутшӑннисем. Сӑмах май, вӗренӳ учрежденийӗнче 2010-мӗш ҫултанпа чи пултаруллӑ та маттур студентсене палӑртасси ырӑ йӑлара. Кӑҫал пӗрремӗш хут вӗсен шучӗ ҫӗртен иртнӗ.

https://chgtrk.ru.