Главная  /  Новости  /  Студентам  /  Шиклĕхĕпе кĕрешсе… 1 миллион тенкĕ ҫĕнсе илнĕ

Шиклĕхĕпе кĕрешсе… 1 миллион тенкĕ ҫĕнсе илнĕ

21.07.2022
Категории: Студентам и Чӑвашла.

Пултарулӑх тӗнчи илӗртнӗ. Елена Астраханцева ача чухнех пултарулӑх тӗнчине туртӑннӑ. Шупашкар районӗнчи Лепетер ялӗн хӗрӗ Тӑрӑнти тулли мар вӑтам шкулта вӗреннӗ ҫулсенче тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ. Ăна уйрӑмах сӑвӑ илемлӗ вуласси илӗртнӗ. Ку енӗпе хӑй те калем ҫивӗчлӗхне тӗрӗслесе пӑхнӑ. Аслӑ классенче Ҫӗньял Покровски шкулӗнче ӑс пухнӑ чухне инсценировкӑсене хутшӑнма кӑмӑлланӑ. Пӗр хушӑ артист пулас ӗмӗтпе те ҫунатланнӑ. Ҫапла алла аттестат илсен Санкт-Петербург патшалӑх университетне «театр ӑсталӑхӗ» енӗпе вӗренме кӗнӗ. Анчах ӑна аякри хулана тухса кайма темӗн шиклентернӗ, вӑл тӑван тӑрӑхрах пӗлӳ илме шухӑшланӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетне кӗме тӗв тунӑ. Унта документсем тӑратнӑ вӑхӑтрах Елена пӗр радио йӗркеленӗ «Федерацин радио шкулӗ» проекта хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӑл ҫакӑн ҫинчен интернетра пӗлтерӳ курнӑ та Шупашкарта иртекен кастинга ҫитнӗ.

«Юрра-кӗвве юрататӑп. Пӗр хушӑ вокал енӗпе пӗлӳ илес тесе специалист патне те ҫӳренӗччӗ. Тӗрлӗ хыпар хатӗрлеме хӑнӑхас килет – хама журналистикӑра тӗрӗслесшӗн-ҫке-ха. Ҫавӑнпа ҫак шкул маншӑн питӗ вӑхӑтлӑ пуҫару пулчӗ. Унӑн ӗҫӗ 3 уйӑха тӑсӑлчӗ. Дмитрий Шарап ертсе пынипе кӑсӑклӑ тӗлпулусем, сасӑпа ӗҫлемелли занятисем иртрӗҫ», – ҫӗнни яланах кӑчӑк туртнине палӑртрӗ хастар.

Иртнӗ ҫулхи кӗркунне студентка халӑхсен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен ҫыракан журналистсен шкулӗн ӗҫне хутшӑннӑ. «Хальхи вӑхӑтра эмигрант нумай. Раҫҫее ют ҫӗршывран вӗренме килекен студент та чылай. Кунти пурнӑҫа еплерех хӑнӑхаҫҫӗ вӗсем? Тӑван ҫӗршывран аякра пурӑнма йывӑр-и? Мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ? Проекта ҫак темӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӗрӗс ҫутатмашкӑн вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте – Чулхула, Атӑлҫи Пӑлхар, Чикме хулисенче – пулса куртӑмӑр. Роскомнадзор специалисчӗсем те калаҫу ирттерчӗҫ. Ют ҫӗршывран куҫса килекенсемшӗн мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултарнине пӗлме чӑннипех кӑсӑклӑ пулчӗ.
Тӗрлӗ халӑх ҫыннипе тӗл пулса статья ҫыртӑм, видеоматериал хатӗрлерӗм. Шкул ӗҫне мӗнле хутшӑннине кура ҫӗнтерӳҫӗсене суйларӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ 2 ҫынран пӗри эпӗ пултӑм. Асӑннӑ проектра ҫӗнтерни РФ Общество палатинче иртнӗ медиафорума хутшӑнма май пачӗ», – аса илчӗ Елена.
Чӗре ура тупанне ҫитмӗ. Журналист ӗҫӗ кӑсӑклӑ кӑна мар, яваплӑ та. Кӑҫал 1-мӗш курс пӗтернӗ пике ЧР Ҫамрӑксен правительствен пресс-службинче ӗҫлесе курнӑ, журналистикӑпа ҫыхӑннӑ проектсене хутшӑннӑ май ҫакна лайӑх ӑнланса илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах шӑпах ҫак професси пурнӑҫӑн тӗрлӗ енне анлӑрах пӗлме пулӑшнине те.
«Пӗррехинче ӗҫпе Шупашкарти аэроклуба ҫитме тиврӗ. Парашютистсем сикнине сывлама мансах тенĕ пек сăнарăм. Эпӗ ҫак утӑма нихӑҫан та тӑваяс ҫук пек туйанчĕ. Ҫавӑнпа ҫӳллӗшрен сикекенсене патар пек йышӑнтӑм. Чылайăшĕнпе пырса паллашрӑм, тӗрлӗ ыйту патӑм. «Ман пек хӑравҫӑсем валли нимӗнле пулӑшу хатӗрӗ те шухӑшласа тупма май ҫук-ши?» – тахӑш самантра пуҫра ҫавнашкал шухӑш ҫуралчӗ. Аэроклуб Ҫамрӑксен правительствипе килӗшӳ тунӑ май вӗсен ӗҫ-хӗлне куҫран вӗҫертмерӗмӗр. Ҫапла ҫынсем парашютпа сикнине нумай хутчен сӑнама тӳр килчӗ. Сывлӑшра «вӗҫекенсемпе», аэроклуб директорӗпе Алексей Крамарпа шиклӗх
туйӑмне сирмелли меслетсем ҫинчен нумай калаҫрӑмӑр. Парашютпа сикес умӗн чӗтрени «тинӗс чирӗ» пекех. Пӗр шухӑш патне пырса тухрӑмӑр: шиклӗхе сирме тӑрӑшакан ҫыннӑн хӑйне виртуаллӑ лабораторинче сӑнамалла, тренировкăсене самолета аса илтереткен вырӑнта ирттермелле. Эпĕ шухӑшласа кӑларнӑ тренажер ҫыннăн кăмăл-туйăмĕ, сывлăхĕ еплерех улшӑннине кӑтартать. Калăпăр, юн таппин хăвăртлăхĕ мĕнле
ылмашӑнни, пуҫ мими мӗнле ӗҫлени курӑнать.Ҫавна кура тренировкăра нагрузкăна е чакарма, е ӳстерме пулать. Кĕскен каласан, эпĕ шухăшласа каларнă хатӗр – ятарлӑ программӑпа тивӗҫтернӗ аппарат. Халӗ ӑна практикӑра тӗрӗслесе пӑхмалли юлчӗ. Вӑл ҫынсене усӑ кӳрессе ҫирӗп шанатӑп. Ятарлӑ занятисем хыҫҫӑн парашютпа сикме хӑранӑ ҫынсен чӗри ура тупанне ҫитме пӑрахӗ»,- черетлӗ ҫитӗнӳ ҫӗкленӳллӗ туйӑм парнелени тавра сӑмах вакларӗ пике. Студенткӑн проекта ҫитес ҫул пурнӑҫа кӗртмелле, уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗ усӑ курмалла.
Актер ӑсталӑхне ӳстерет. Журналист профессине суйланӑ пикен проекчӗ техникӑпа тачӑ ҫыхӑнни тӗлӗнтерет. Елена каланӑ тӑрӑх, вӗсен ҫемйинче пултарулӑх енне туртӑнни ӑруран ӑрӑва куҫать.

«Анне Татьяна Михайловна Шупашкарти 1-мӗш клиника больницинче медсестрара тӑрӑшать. Вӑл мӗн ачаран сценӑна кӑмӑллать. Йӑмӑкӗсемпе пӗрле «Илемпи» эстрада ушкӑнӗ йӗркелерӗҫ. 2020 ҫулта ЮТВ-канал премине тивӗҫрӗҫ, «Ҫулталӑкри чи лайӑх ушкӑн» ята ҫӗнсе илчӗҫ. Кукамайпа Алевтина Павловнӑпа кукаҫи Михаил Иванович, асаннепе Тамара Аверкиевнӑпа асатте Альва Александрович – юрра-ташша ӑста. Кукаҫи алӑ ӑсти пулнине те палӑртас килет. Ҫывӑх ҫыннӑмсем пурте Лепетер ялӗнче пурӑнаҫҫӗ те эпӗ ачаран халӑх сӑмахлӑхне ӑса хывса ӳсрӗм. Ача садӗнче юмах час-часах лартаттӑмӑр. Мана пӗрмай тӗп роль шанса паратчӗҫ. Ҫавӑн пек кӗнеке вулас туртӑм та вӑйланчӗ. Хальхи вӑхӑтра уйрӑмах классика илӗртет. Ахӑртнех, литературӑна юратнинче вӗрентекенсен витӗмӗ те пур.
Чӑваш чӗлхипе литературине Тӑрӑнти шкулта – Валентина Кудрганова, Ҫӗньял Покровскинче Галина Смирнова вӗрентрӗҫ. Иккӗшӗ те ӗҫне чунтан парӑннӑ», – хӗрӗн сӑмахӗсем кун-ҫул мӗнле сыпӑнасси юнашар ҫынсенчен те нумай килнине ӗнентереҫҫӗ.
Пултарулӑх тӗнчи пӗр шухӑшлӑ ҫынсене тӗл пултаратех. Ҫапла пӗррехинче Елена Марат Никитин режиссерпа паллашнӑ. Пултаруллӑ ҫамрӑк пуҫласа 2015 ҫулта Шупашкарта иртнӗ кинофестивальте «Хорло» фильмпа «Чи лайӑх режиссер» ята тивӗҫнӗччӗ. Кӑҫал та ҫакнашкал номинацире ҫӗнтерчӗ вӑл.
Пике унӑн мастерскойне ҫӳреме пуҫланӑшӑн хӗпӗртет. Халӗ Марат Никитин патӗнче актер ӑсталӑхне туптакансем куракан умне ҫӗнӗ спектакль кӑларма хатӗрленеҫҫӗ.
«Сценӑсӑр хама ҫунатсӑр кайӑк пекех туйӑп тесе шухӑшлатӑп. Ҫавӑнпа та репетицисене ҫӳреме те, кӗвве хывнӑ хайлавсене шӑрантарма та пӑрахас килмест. Ҫамрӑк чухне май пур таран аталанмалла. Ҫакӑ тавра курӑма анлӑлатать, чуна пуянлатать, тус-юлташ та нумайланать. Университет вара хӑй пӗр патшалӑх евӗр. Унта пӗлӳ илнипе кӑна ҫырлахмастпӑр. Тӗрлӗ проекта хутшӑнса хамӑра валли малашлӑха ҫул уҫатпӑр», – шухӑш-тӗллевӗ малаллах талпӑнма хистенине палӑртрӗ Елена.
СӐМАХ МАЙ
Кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри «Студентсен стартапӗ» конкурсра 650 ҫыннӑн проектне ырланӑ, вĕсем валли грант уйӑрнӑ. Ăна Чӑваш Енри 5 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Еленӑсӑр пуҫне ЧПУн экономика факультетӗнче вӗренекен Анна Мишина, химипе фармацевтика факультетӗнче ӑс пухакан Александр Новиков, Улатӑрти филиалта пӗлӳ илекен Евгения Тюрюшова грант ҫӗнсе илнӗ.

Ирина ИВАНОВА. Газета «Çамрӑксен хаҫачĕ». 2022. 21 июля.