Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Республика ҫак кунсенче Федерци Канашӗн ларӑвне ирттермелли лаптӑк пулса тӑчӗ

Республика ҫак кунсенче Федерци Канашӗн ларӑвне ирттермелли лаптӑк пулса тӑчӗ

10.10.2023
Категории: Чӑвашла.

Чӑваш Ене Андрей Клишас ертсе пыракан комитет пайташӗсем килсе ҫитрӗҫ. Малтанах вӑл регион ертӳҫипе Олег Николаевпа тӗл пулчӗ. Унтан паянхи саманара судпа айӑпланнисене кулленхи пурнӑҫ йӗркине таврӑнма мӗнле пулӑшассине сӳтсе яврӗҫ. Сенаторсем ҫавӑн пекех республикӑри юсав учрежденийӗсене ҫитсе курчӗҫ тата пулас юристсемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ.

Андрей Клишас палӑртнӑ тӑрӑх, Федераци Канашӗн председателӗ Валентина Матвиенко хушӑвӗпе мӗн-пур комитетӑн регионсенче хӑйсен ӗҫне йӗркелемелле, канашлусене те ҫӗршывӑн тӗп хулин тулашне тухса ҫӳремелле. Сенатор ку ҫӳрев те тухӑҫлӑ пуласса шаннине пӗлтерчӗ. Олег Николаев Чӑваш Енри ертӳҫӗсем айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин управленийӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине каларӗ. Пирӗн республикӑн опычӗпе паллашма ытти регионтан та килеҫҫӗ. Канашлура комитет председателӗ тӗрмесенче ҫын сахалрах пултӑр тесе тӑрӑшмаллине палӑртрӗ. Ҫавӑнпа та ирӗке тухакансене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшмалла.

Чӑваш Енре ку енӗпе кӑтартусем япӑх мар. Сӑмахран, айӑпланакансене ӗҫлетермелли 8 юсав центрӗ йӗркеленӗ. Тӗрлӗ предприяти ҫумӗнче саккуна пӑсса айӑпа кӗнисем валли ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелени – ҫӗнӗ меслет. Кун пекки регионта 500 ытла. Республика Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, малтанласа иккӗлентернӗ пулсан та, ҫакӑ предприятисемшӗн те, айӑпланнӑ вӑхӑта ирӗкри пекех пурӑнса ӗҫлекен ҫынсемшӗн те усӑллӑ. Андрей Клишас ҫак ҫӗнӗлӗхе анлӑн усӑ курма сӗнет.

Федераци Канашӗн пайташӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш колони ҫумӗнчи хӗрарӑмсен юсав центрне ҫитсе курчӗҫ. Унта судпа палӑртнӑ вӑхӑтне ирттерекенсем пластик тирпейлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Кайран предприятирех юлса ҫемьеленнӗ тӗслӗхсем те пур.

Ҫӗрпӳри сипленсе юсанмалли 7-мӗш учрежденире вара йӗрке хуралҫисем валли тум ҫӗлеҫҫӗ. Унта сенаторсем “Аврора” реабилитаци центрӗнче ирӗке тухма хатӗрленекенсемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ. Айӑпланакансем валли йӗркеленӗ пурнӑҫ майӗсем тивӗҫлине палӑртрӗҫ вӗсем, ку тытӑмра ӗҫлекенсен професси шайне те пысӑка хурса хакларӗҫ. Хальхи вӑхӑтра судпа явап тытакансене ахаль пурнӑҫа хӑнӑхтарасси 3 тапхӑрпа пулса пырать. Специалистсем малтанах кашнинпе калаҫу ирттерсе диагностика тӑваҫҫӗ, малалла мӗнле ҫул-йӗрпе пымаллине палӑртаҫҫӗ. Унтан воспитани ӗҫӗ, пӗлӳ тата специальноҫ парасси. Виҫҫӗмӗш тапхӑр – ирӗке тухма хатӗрлесси. Малалла вара патшалӑх тӗрев парать.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илекен пулас юристсен йыхравӗпе Андрей Клишас тӗлпулӑва ҫитрӗ. Студентсем унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланчӗҫ, вӗренӳпе ӗҫе шайлаштарасси пирки сӗнӳсем ыйтрӗҫ.

“Уҫӑ университет” проектпа килӗшӳллӗн ҫакнашкал тӗлпулусем час-часах ирттереҫҫӗ аслӑ шкулта. Хальхинче те ҫамрӑксем чылай кӑсӑкли пӗлчӗҫ.

https://chgtrk.ru.