Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Пирӗн ентеш – чи лайӑх экскурсовод

Пирӗн ентеш – чи лайӑх экскурсовод

14.06.2023
Категории: Чӑвашла.

Чӑваш Енре ҫуралнӑ Евгений Степанов «Мускаври ӑстасем» конкурсра чи маттурри пулнӑ. 39 ҫултискер халӗ Мускавра пурӑнать.

Евгений Шупашкар районӗнче кун ҫути курнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче ӑс пухнӑ. Кайран вӑл пӗр хушӑ телевиденире ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн экскурсисем ирттерме тытӑннӑ.

Ӗнер унӑн «Мускавра уҫӑлса ҫӳретпӗр» проекчӗ пурнӑҫланма тытӑннӑранпа 7 ҫул ҫитнӗ. Евгений хӑйӗнпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе туристсем валли тӳлевсӗрех экскурси ирттерет: Мускава ҫуран курса ҫӳреҫҫӗ.

https://www.chuvash.org.