16 сентября
, нечетная неделя
Расписание
Главная  /  Новости  /  Сотрудникам  /  Кашни иртен-ҫӳрен паллашаять

Кашни иртен-ҫӳрен паллашаять

14.05.2021

1941-мӗш ҫулта кӗркунне фашистсене малалла ирттерсе ярас мар тесе Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тума йышӑннӑ. Ҫак ӗҫе ытларах Чӑваш Енре пурӑнакансем хутшӑннӑ.

Унта вӑй хунӑ тыл ветеранӗсене халалласа Хӗрлӗ тӳремре курав уҫӑлчӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Нил Морозов 80 ҫул каялла Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑ. Канаш районӗнчи Атнаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ вӑл. 1941-мӗшӗнче Нил Гаврилович 9-мӗш класра вӗреннӗ. Кӗркунне 1-мӗш чӗрӗк хыҫҫӑн ӑна тантӑшӗсемпе тата колхозра ӗҫлекенсемпе пӗрле Тӑвай тӑрӑхне ӗҫлеме янӑ. Пухӑннисем курава хӗрлӗ хӑю касса уҫрӗҫ. Унта 19 плакат вырнаҫтарнӑ. Кунта хӳтӗлев чиккине тума йышӑнни пирки калакан документсене, ӗҫлекенсене ӑшӑ ҫи-пуҫпа тивӗҫтерме ыйтнӑ ҫырусене курма пулать. Ун чухнехи сӑн ӳкерчӗксем чуна ҫӳҫентереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта хӳтӗлев чиккине тӑвакансен асаилӗвӗсемпе паллашма пулать.

https://chgtrk.ru.