21 мая
, нечетная неделя
Расписание
Главная  /  Новости  /  Международное  /  «Эрменсен шашлӑкне кашниех уйӑрса илеет»

«Эрменсен шашлӑкне кашниех уйӑрса илеет»

21.03.2022

И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗренекен Леон Оганесяншӑн Чӑваш Енри хастар ҫамрӑксем юлташ вырӑнӗнче кӑна мар, чи ҫывӑх тӑванран та хаклӑ ҫынсем. Вӗсем тӗрлӗ ыйтупа канашланӑ чухне яланах пӗр шухӑш патне тухаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра чӑн-чӑн юлташ савӑнӑҫа та пӗрле пайлама, йывӑрлӑхра та пулӑшни питӗ паха.

Чӑваш хӗрӗсем илӗртеҫҫӗ. Шкула ылтӑн медальпе пӗтернӗ Леон Оганесян Чӑваш Ене направленипе вӗренме килнӗ. Вӑл Грузири Аджар Автономи Республикинчи вырӑс организацийӗсен хастарӗ пулнӑ. Каччӑ Шупашкара пӗрремӗш хут килсен хула таса, хӑтлӑ пулнинчен питӗ тӗлӗннӗ. Чӑваш ҫыннисем ӑна ӗҫченлӗхӗпе, илемлӗхӗпе, кӑмӑлӗпе килӗшнӗ. Ҫак ырӑ енсене вӑл ытларах хӗрсенче курать. Анчах студента чӑвашсем хӑйсен йӑли-йӗрки, культури, кӑсӑклӑ истори факчӗсемпе илемлӗ вырӑнӗсем пирки каласа пама пӗлменни, именни пӑшӑрхантарать, тӗлӗнтерет. Унӑн шухӑшӗпе, республикӑра истори пӗлтерӗшлӗ вырӑн сахал мар.

Леон тинӗс хӗрринчи Батуми хулинче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл – эрмен. Унӑн йӑхӗнче грузинсем, вырӑссем, нимӗҫсем, поляксем пур. Леон ача чухне биолог ӑсчах е экономист пулма ӗмӗтленнӗ. Шӑпа ӑна шурӑ халат тӑхӑнса ҫӳреме ҫырнӑ. Халӗ каччӑ медицина факультечӗн 6-мӗш курсӗнче вӗренет. Ҫак тапхӑрта каччӑн ӑслӑлӑх статйисем Аслӑ аттестаци комиссийӗ тата Scopus йышӑннӑ журналсенче пичетленнӗ. Вӑл Раҫҫей шайӗнче тата регионсен хушшинче иртекен наука конференцийӗсене хутшӑнса кашнинчех малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ҫамрӑк палӑртнӑ тӑрӑх, университет делегацийӗн хастарӗсем /ҫав шутра Леон та пулнӑ/ Хусанта иртнӗ «Шурӑ чечексем» форумра 2-мӗш вырӑна тухни чылайлӑха асра юлӗ. Яш медицина факультечӗн студенчӗсен ӑслӑлӑх пӗрлешӗвӗн ертӳҫин заместителӗнче 2 ҫул тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ кафедрӑри студентсен наука пӗрлешӗвӗсен кафедрин ертӳҫин тивӗҫӗсене те пурнӑҫланӑ. Паллах, наукӑра ҫитӗнӳссем тӑвасси тата ӑслӑлӑх   организацийӗсене ертсе пырасси питъ пысӑк тивӗҫ, ҫав вӑхӑтрах чыс та. Ҫак ӗҫре палӑрма пӗлӗве кунран-кун аталантарса пымалла. Леон наукӑра ҫеҫ мар, спортра та ҫитӗнӳсем тӑвать. Ҫар искусствисемпе кӑсӑкланаканскер хура пиҫиххие тивӗҫме пултарнӑ.

Хура тинсшӗн тунсӑхлать. Ют ҫӗрте темӗнле лайӑх пулсан та чун-чӗре тӑван ҫӗршывах туртать. Леон та ҫывӑх ҫыннисемшӗн, техӗмлӗ наци апачӗшӗн, тусемшӗн тунсӑхланине пытармасть. Тӑванӗсемпе интернет урлӑ ҫыхӑну тытать. Мӗн ачаран шыв хӗрринче ӳснӗскер Хура тинӗсӗн хумӗсен шавӗ чун-чӗрине йӑпатакан эмел евӗрех кирлине палӑртрӗ.

Грузире тӗрлӗ халӑх ҫынни – грузинсем, вырӑссем, эрменсем, абхазсем, азербайджансем, осетинсем, еврейсем, турккӑсем… – пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Ҫак ҫӗршыври халӑхсем аш-какайран апат пӗҫерессипе ‐ чӑн-чӑн ӑстасем. Ку енӗпе ыттисенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗсем какайсӑр пурӑнаймаҫҫӗ, вегетарианлӑха йышӑнмаҫҫӗ. Леон шухӑшланӑ тӑрӑх, эрмен тата грузин хатӗрленӗ шашлӑкӑн тутине кашниех уйӑрса илме пултарать. Эрмен лавашӗпе суджукӗ /кӑлпасси/, грузинсен хачапурипе /ӑшне сырпа ҫӑмарта хунӑ кукӑль/ сулугуни /сыр/ наци апачӗ шутланаҫҫӗ. Леон палӑртнӑ тӑрӑх, Грузие пыракан кашни туристӑн ҫак апат-ҫимӗҫе тутанса курмалла. Грузинсем те, эрменсем те питӗ тарават халӑх. Вӗсем кашни хӑнана тутлӑ апатпа сӑйлама, пулӑшма хатӗр. Эрменсен те, грузинсен те туйра халӑх йышлӑ пухӑнать. 50 ҫын кӑна пулсан уяв пӗчӗк шутланать. Ун пекки сайра тӗл пулать. Туйра сӗтел апат-ҫимӗҫрен йӑтӑнать, пурте наци ташшисене ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Сӑмах май, грузинсем те, эрменсем те Христос тӗнне пӑхӑнаҫҫӗ.

Грузире авалхи историпе культура палӑкӗ чылай. Чылайӑшне ЮНЕСКО Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн объекчӗсен йышне кӗртнӗ. Леон хӑшӗ-пӗрне ҫитсе курнӑ. Сӑмахран, Гелати мӑнастирӗнче пулнӑ. Леонӑн тӑван хули айлӑмлӑ вырӑнта пулнӑран унта пурӑнакансем юр курманпа пӗрех. Юр ҫусан пурте савӑнаҫҫӗ, ку вӗсемшӗн асамлӑх евӗр. Ҫурла уйӑхӗнче ҫак тӑрӑхра чи шӑрӑх кунсем пулнӑран туристсен шучӗ темиҫе хут та ӳсет.

«Пирӗн пур халӑхпа та туслӑ, тӑван ҫӗршыва юрӑхлӑ пулмалла, хамӑрта ҫынлӑха упрамалла, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешмелле», – палӑртрӗ каччӑ. Вӑл наукӑна ҫӳлти шая ҫӗклеме ҫӗнӗ утӑмсем туса малалла аталанасшӑн.

СӐМАХ МАЙ

  • Юлташӗсем Леона Лева тесе чӗнеҫҫӗ.
  • Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче каччӑ Раҫҫей гражданинӗ пулса тӑнӑ.
  • Таджикистанри ҫывӑх юлташӗ Шорахмон лейкоза пула пурнӑҫран уйрӑлни Леоншӑн пысӑк хуйхӑ пулнӑ.

Леон Оганесян «Çамрӑксен хаҫачӗн» вулаканӗсене сулугуни хатӗрлеме сӗнет:

Кун валли 1 литр сӗт, 1 килограмм тӑпӑрчӑ, 3 ҫӑмарта, 100 грамм услам ҫу, 1 апат кашӑкӗ тӑвар, 1 чей кашӑкӗ апат соди илмелле.

Сӗте кастрюле ямалла, ҫулӑм ҫине лартмалла. Вӗреме кӗрсен тӑпӑрчӑ хушса пӑтратса тӑмалла, кайран марля витӗр сӑрӑхтармалла. Унтан ҫӑмарта, ҫемҫе услам ҫу, тӑвар, апат соди ярса пӑтратмалла та ҫулӑм ҫине 10-15 минутлӑха ларталла. Сыра услам ҫу сӗрнӗ савӑта хумалла. Сивӗнсен холодильнике 2-3 сехетлӗхе лартмалла. Кайран савӑта тепӗр май ҫавӑрса сулугуние турилкке ҫине хумалла. Апачӗ тутлӑ пултӑр!

Анна МАТРОСОВА. Газета «Çамрӑксен хаҫачĕ». 2022. 17 марта.

В зарисовке рассказывается о студенте медицинского факультета Чувашского госуниверситета Леоне Оганесяне – неоднократном победителе всероссийских и региональных научных конференций.