Главная  /  Новости  /  Спорт / Здоровье  /  «Чир Данс Шоу лига» фестиваль иртрĕ

«Чир Данс Шоу лига» фестиваль иртрĕ

03.03.2022

Спорт е ташă? Иккĕшĕ те. Çак енсене кăмăллакансем хăйсен ăсталăхне чирлидинг тĕсĕнче туптаççĕ. Вĕсем спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансене хавхалану парнеленипе пĕр танах хăйсем те тупăшаççĕ. Çÿлелле сикекен, тĕрлĕ хусканупа тĕлĕнтерекен хастарсене çак кунсенче Чăваш Енре те курма май пулчĕ.

Шăпах Шупашкарта «Cheer Dance Show лига» фестиваль-конкурс иртрĕ. Гран-прие хăш ушкăн тивĕçнине чи малтан пĕлекенсен йышĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ. Çĕнтересси – тĕп тĕллев. Çакнашкал ĕмĕтпе Чăваш Ене 9 регионти 14 ушкăн килсе çитнĕ. Кашниех хăйĕн хастарлăхĕпе, хăюллăхĕпе, тата хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрма тăрăшать. Илемлĕ тутмир, динамикăллă хусканусем, хаваслă юрă-кĕвĕ куракансен тата тÿресене кăмăл-туйăмне тÿрех çĕнсе илчĕ.

Чирлидинг спорчĕ XIX-мĕш ĕмĕрен 70-мĕш çулĕсенчех йĕркеленнĕ. Малтанах ятарлă мунчаласем тытса кĕске юбкăсемпе ташлакан пикесене ăмăртусенче çеç курма пулнă пулсан, халĕ вара вĕсем хăйсем те пуян содержаниллĕ ташăсем лартса куракансене тĕлĕнтереççĕ. Хальхи вăхăтра вăл çамрăксем йышĕнче хăвăрт аталанать. Сăмах май, фестивале пирĕн республикăран çеç 3 хастар ушкăн хутшăннă. «Cheer Dance Show лигине» кăçал 5-мĕш хут йĕркелерĕç, юлашки 2 çулта вара çак фестивале Чăваш Енре иртереççĕ. Ку ахальтен мар, мĕншĕн тесен шăпах пĕлтĕр Чăваш патшалăх университетĕнчи студентсен «Power» ушкăнĕ Гран-прие тивĕçнĕччĕ. Кăçал та вĕсем чи маттурсем пулса çĕнтерĕве алран вĕçертмерĕç. Çак çĕнтерÿ «Power» ушкăна Студентсен çуркунни фестивалĕн Раççей шайĕнчи тапхăрне те хутшăнма шанăç парнелерĕ. Хĕрсемпе каччăсем Чăваш Ен чысне Самара тăрăхĕнче те тивĕçлĕн хÿтĕлеме шантарчĕç.

http://www.ntrk21.ru.