Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи

01.03.2023
Категории: Чӑвашла.

«Ютуб» видеохостингра «Хӗрсем» канал уҫнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна икӗ чӑваш хӗрӗ — Настя тата Ксюша — пуҫарса янӑ.

Ҫак йӗркесен авторӗ паян хӗрсен пӗр кӑларӑмне итлерӗ. Унта вӗсем республикӑра ача-пӑча валли чӑвашла кӑларса тӑракан кӑларӑмсем ӳсекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварчӗҫ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне туптама чӑвашла тухса тӑнӑ «Тантӑш» хаҫатран пуҫланӑ иккен.

Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӳтсе явнӑ тепӗр тема — ҫамрӑксем чӑвашла пӗлменни мӗнпе ҫыхӑннин хуравне шырани. Хӗрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхерен вӑтанмалла мар, ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтармалла.