14 мая
, четная неделя
Расписание
Главная  /  Новости  /  Сотрудникам  /  Чӑваш патшалӑх университетӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ курав уҫӑлчӗ

Чӑваш патшалӑх университетӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ курав уҫӑлчӗ

16.03.2021

Ӑна Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Курава йӗркелеме аслӑ шкулта ӗҫлекенсемпе студентсем те хастар хутшӑннӑ. Архив докуменчӗсем, историлле сӑн ӳкерчӗксем, вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе тум-тир — пӗтӗмпех хаяр ҫулсене аса илтереҫҫӗ. Чылай экспоната вӗрентекенсем тата хӗрсемпе каччӑсем килӗсенчен илсе килнӗ. Сӑмахран, истори наукисен кандидачӗн Олег Андреевӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине аслашшӗ те, ашшӗ те хутшӑннӑ. Республикӑри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ те экспонатсем пуҫтарма пулӑшнӑ. Союз ертӳҫи Наталья Николаева ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗксене парнеленӗ.

https://chgtrk.ru.