21 мая
, нечетная неделя
Расписание
Главная  /  Новости  /  Студентам  /  Чӑваш Енре пӗтӗм Раҫҫейри студентсен шырав ушкӑнӗсен слёчӗ иртрӗ

Чӑваш Енре пӗтӗм Раҫҫейри студентсен шырав ушкӑнӗсен слёчӗ иртрӗ

11.04.2022
Категории: Студентам и Чӑвашла.

3 кун ҫамрӑксем пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашса тӗрлӗ кӑсӑклӑ ӗҫ-пуҫа, ӑсталӑх сехечӗсене хутшӑнчӗҫ, лекцисем итлерӗҫ.

Ҫӗршыври шырав отрячӗсен хастарӗсем Шупашкара 43 регионтан килсе ҫитрӗҫ. Пӗтӗмпе 150 ҫын. Слета уҫмашкӑн пурте Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче пухӑнчӗҫ. Вӗсене “Раҫҫей шырав юхӑмӗн” яваплӑ секретарӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Елена Цунаева саламларӗ. Паянхи ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва палӑртса патриотла ӗҫре тӑрӑшакансене ӑнӑҫу сунчӗ. Шырав ӗҫӗнче вӑй хуракан студентсем хӑйсен тивӗҫне май килнӗ таран туллин пурнӑҫлаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗсене ӗмӗрлӗх халӑх асӗнче хӑварас тесе тӗрлӗ экспедиципе семинарсенче хутшӑнаҫҫӗ, конкурссенче палӑраҫҫӗ.

https://chgtrk.ru.