— Халĕ те çаплах: эпир инженерсене те, тухтăрсене те, педагогсене те хатĕрлетпĕр. Юлашки вăхăтра çамрăксем уйрăмах техника специальноçĕсене ытларах килĕштерме пуçларĕç. Кунта, сăмах май, бюджет вырăнĕсем те ытларах. Çавăн пекех «информаци хăрушсăрлăхĕ» енĕпе вĕренес текенсем йышлă. Информаци технологийĕсем пирĕн пурнăçа тарăнрах та тарăнрах кĕрсе пыраççĕ. Машиностроени факультетĕнче, тĕслĕхрен, станоксем тума кăна мар, робототехника, пилотсăр транспорт вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Радиоэлектроника тата автоматика факультетĕнче пилотсăр вĕçекен хатĕрсене шухăшласа кăлараççĕ. Пирĕн студентсен ку енĕпе çитĕнÿсем те пур. Вĕсем ăсчахсемпе пĕрле водительсĕр ĕçлекен трактор турĕç. Энергетика тата электротехника факультетĕнче интеллектуаллă электроэнергетикăра информаци технологийĕсемпе ĕçлеме вĕрентеççĕ. Çамрăксене сывлăх сыхлавĕн специальноçĕсем те илĕртеççĕ. Кунта, манăн шухăшпа, тĕлĕнмелли çук. Çын организмне тĕпчеме яланах кăсăклă пулнă. Гуманитари специальноçĕсем те хисепре. Сăмах май, ку факультетсенче пĕлÿ илекенсем питĕ пултаруллă. Акă вĕсен «Георгий хăйăвĕ» акцийĕ халăхра анлă сарăлчĕ. Çавăн пекех университетăн шырав отрячĕсем Атăлçи округĕнче чи лайăххисен шутĕнче. Студентсем этноцентр уçма хастар хутшăнчĕç. Вăл чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе тĕплĕ паллаштаракан вырăн пулса тăчĕ. Студентсем опытлă наставниксемпе пĕрле чăннипех те курăмлă ĕçсем тăваççĕ.
— Оборудованипе тивĕçтересси тĕп вырăнта тăрать. Ку енĕпе республикăри предприятисем пысăк пулăшу параççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш цифра электричество подстанцине шăпах пирĕн университетра вырнаçтарнă. Лабораторие йĕркелеме партнерсем пулăшрĕç. Студентсем производство практикисене тата стажировкăсене предприятисенче ирттереççĕ. Пирĕн Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ университетпа, Пĕтĕм Раççейри реле тăвакан ăслăлăх-тĕпчев институчĕпе пĕрле уçнă лабораторисем те пур. Сăмах май, унта вырнаçтарнă оборудованисемпе технологисем çĕршывăн тĕп хулинчи вузсенче пĕлÿ илекенсене те кăсăклантараççĕ, илĕртеççĕ. Çав йышран пирĕн университета вĕренме куçнисем те пур.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе тĕнче шайĕнчи кампус проектне конкурса яма хатĕрлетпĕр. Проекта ĕçе кĕртме Чаваш Енри аслă шкулсем хутшăнĕç. Кампус специализацийĕсем нумай енлĕ пулмалла. Унта университет ăсчахĕсем, предприятисен специалисчĕсем, студентсем пĕрле ĕçлĕç. Çавăн пекех кану инфратытăмĕ те йĕркеленĕ.
— ВУЗран вĕренсе тухакансен пысăк йышĕ — медицина, хими отраслĕсен ĕçченĕсем, строительсем, финансистсем — Чăваш Республикин экономикин çирĕп никĕсĕ шутланать. Пирĕн студентсем иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех партнер компанисенче ĕçлеме пуçлаççĕ. Вĕсене производство вăрттăнлăхĕсене алла илме пысăк опытлă наставниксем пулăшаççĕ. Çавна май диплом илнĕ вăхăталла ăста специалистсем пулса тăраççĕ. Техника факультечĕн студенчĕсене предприяти ертÿçисем яланах ĕçе илме хатĕр. Массăллă информаци хатĕрĕсенче те, влаç органĕсенче те, вĕрентÿ, наука, культура учрежденийĕсенче те, интернет-технологийĕсен сферинче те Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнисем вăй хураççĕ. Юридици факультетĕнче пĕлÿ илнисем патшалăх тытăмĕнче те, адвокатурăра та, бизнесра та ĕçлеме пултараççĕ.
Университета тĕллевлĕ вĕренме кĕрекенсен диплом илсен ĕç вырăнĕ пуласси — 100 проценчĕпе шанчăклă. Ашшĕ-амăшĕ те, ачасем хăйсем те пĕлсе тăраççĕ: клиникăра, банкра, вĕрентÿ заведенийĕнче диплом илсен кĕтеççĕ. Вĕсене коллектив паллать. Ĕç йĕрки, тĕллевĕ паллă. Çавăнпа ĕçе пуçăнма йывăр пулас çук. Кунсăр пуçне тĕллевлĕ вĕренекенсен ытти çăмăллăх та пур. Вĕсене аслă шкула ятарлă конкурспа йышăнаççĕ. Вĕренме яракан предприяти кашни уйăхра стипенди тÿлет. Коммерци тытăмĕнчи организацисен вăл, сăмах май, питĕ пысăк. Çавăн пекех лайăх вĕренекенсене тата общество ĕçĕн хастарĕсене университет та хавхалантарать. Пирĕн Раççей Федерацийĕн Правительствин стипендине илекенсем те пур. Çĕре яхăн çамрăк сотрудниксемпе студентсем çулсерен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçеççĕ.
— Тĕрĕссипе каласан, эпĕ питĕ тĕлĕнетĕп: тинĕс хумĕ пек шавлă пурнăç юххинче вĕсем мĕнле çухалса каймаççĕ? Лекцисене, семинарсене, практика занятийĕсене çÿреççĕ, предприятисенче стажировка тухаççĕ… Çав вăхăтрах культура, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Ахăртнех, вĕсем вăхăта тĕрĕс йĕркелеме пĕлеççĕ.
Паллах, тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене аталанма пулăшасси — пирĕн тĕллев. Тĕслĕхрен, университетăн культура керменĕн команди ку енĕпе питĕ вăйлă. Кунта кăткăс оборудовани, сцена, çутă, сасă хатĕрĕсем чаплă пулни кăна мар, республикăри пысăк театрсен режиссерĕсемпе, артисчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пултаруллă наставниксем пулăшнипе пирĕн студентсем «Абрикосовый сад», «Театр пластики «кафедра» йышши проектсене ăнăçлă пурнăçа кĕртеççĕ. Тĕслĕхрен, «Театральное Приволжье» конкурсра виççĕмĕш хут Атăлçи округĕн чемпионĕсем пулса тăчĕç. Паллах, çак çитĕнÿре театр эксперчĕсен тÿпи пысăк. Çавăн пекех спортра та маттур. Хĕрсен баскетбол команди Раççейри студентсен хушшинче хăйне евĕрлĕ легенда пулса тăчĕ. Студентсен конструктор бюровĕ яланах чи лайăххисен шутĕнче. Донорсем, волонтерсем йышлă.
Студентсем хăтлă общежитисенче пурăнаççĕ. Вĕренÿ корпусĕсем патне хулан кирек хăш районĕнчен çăмăллăнах çитме пулать: общество транспорчĕ пĕр тикĕс çÿрет. Санатори-профилакторисенче сывлăхне çирĕплетме, университет больницинче сипленме пултараççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма спорт залĕсем, тренажер лапамĕсем, баскетбол, волейбол уйĕсем, бассейн пур, тĕрлĕ секци ĕçлет. Спорт сооруженийĕсене çулсерен юсаса çĕнетсе пыратпăр. Сăмах май, республикăра ГТО нормисене пурнăçламалли иккĕмĕш лапама пирĕн университетра уçнăччĕ. Кашни çул 400 яхăн преподавательпе студент «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплекс тĕрĕслевĕ витĕр тухать.
Студентсен хулинчен инçех мар «Амазони» этнокомплекс вырнаçнă. Сăмах май, çамрăксемшĕн вăл юратнă вырăн пулса тăчĕ. Çавăн пекех Атăл çыранĕ те аякра мар. Унта уçăлса çÿреме питĕ илĕртÿллĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА. Газета “Ҫамрӑксен хаҫачӗ”. 2025. Июлӗн 24-мӗшӗ.