Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Ҫамрӑксен тӗнчери фестивальне йӗркелеме пулӑшакансем (видео)

Ҫамрӑксен тӗнчери фестивальне йӗркелеме пулӑшакансем (видео)

12.10.2023
Категории: Чӑвашла.

Ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Сочире Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивалӗ иртет. Ҫак паллӑ пулӑм валли хатӗрленӳ ӗҫӗ пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Вӑл шутра Чӑваш патшалӑх университетӗнче, ҫӗршыври 13 аслӑ шкулти пекех, волонтерсене вӗрентмелли центр уҫӑлчӗ.

Центр Чӑваш патшалӑх университечӗн 3-мӗш общежитийӗнче вырнаҫнӑ. Унта ҫывӑх вӑхӑтра хамӑр республикӑри ҫамрӑксемпе пӗрлех 4 регионти волонтерсене хатӗрлеме пуҫлӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансенчен заявкӑсем йышӑнма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивалӗн дирекцийӗн ертӳҫи Лариса Сулима палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх университечӗ волонтерсене хатӗрлес енӗпе паха опыт пухнӑ. Пурӗ фестивале ирттерме 5 пин ытла пулӑшакан кирлӗ.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен чикӗ леш енчи ҫамрӑксем те тӗнчери фестивале хутшӑнас тӗллевлӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫакӑн валли пӗрремӗш утӑм тунӑ та – заявка панӑ. Халӗ вӗсен суйлав витӗр тухса, вӗренӗве хутшӑнасси ҫеҫ юлать.

Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗ умӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивальне халалласа арт-объект вырнаҫтарнӑ. Ун ҫинче кьюар код пур. Вӑл пулӑшнипе волонтер пулас текенсем заявка пама пултараҫҫӗ.

https://chgtrk.ru.