– Кăçал университетри 1501 бюджет вырăнне 8600 ытла заявлени панă. Конкурс пĕлтĕрхи шайрах пулчĕ – пĕр вырăна 3,5 çын. Абитуриентсем Чăваш патшалăх университетне хисеплени куçкĕрет. Çакна документсен подлинникĕсене 2014 çулхипе танлаштарсан ытларах пани те çирĕплетет. 1-мĕш курса контрактниксене те йышăнтăмăр. Университет хаксене май килнĕ таран пĕчĕк тума тăрăшать. Сахал тупăшлă çемьесенчи çамрăксем те аслă пĕлÿ илме пултарччăр.
Тата çакна палăртмалла: юлашки вăхăтра çамрăксем хăш аслă шкулта вĕренессине малтанах пĕлсе тăраççĕ. Пĕр харăс тăватă-пилĕк вĕренÿ заведенине документ паракан сахалланчĕ. Ахăртнех, вĕренме илмелли йĕркесем улшăнни те витĕм кÿрет. Юлашки çулсенче абитуриентсем техника специальноçĕсене ытларах суйлаççĕ. Çакна инженер кадрĕсем çитменнипе, промышленноçра ĕçлекенсем пысăк шалу илнипе, хальхи вăхăтри технологисем вăйлă аталаннипе сăлтавлама пулать.
– Предприятисемпе тачă çыхăну тытни – вĕрентÿ процесĕн пахалăхне çирĕплетекен, студентсене ĕçе вырнаçма шанăç паракан тĕп паллă. Пирĕн партнерсен йышĕнче – «Трактор завочĕсем» концерн, «ЭКРА» НПП АУО, «ЭЛАРА» АУО, «ВНИИР» АУО, «Бреслер» НПП ООО, «АБС Холдинг» АУО, «ДОРИСС» АУО, «Химпром» АУО, «Динамика» НПП, ВТБ банк, «Авангард» АКБ АУО т.ыт. Университет студенчĕсем Чăваш Енри пысăк предприяти-организацисенче практика ирттереççĕ, чылайăшĕ 2-3-мĕш курссенчех ĕçе вырнаçать. Пирĕн патăмăртан вĕренсе тухакан специалистсем Мускавра, Питĕрте, Раççейри ытти пысăк хулара та хисепре.
Пĕлтĕр эпир пĕрремĕш хут федерацин темиçе проектне пурнăçа кĕртрĕмĕр. Хамăрăн яланхи ĕçтешсемпе – Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕпе тата «Промтрактор-Промлит» пĕрлешÿпе – Президентăн инженер кадрĕсен квалификацине ÿстермелли программипе ирттернĕ конкурсра çĕнтертĕмĕр. ЧПУ çавăн пекех «Оборонăпа промышленноç валли кадрсем» конкурсра мала тухрĕ. Пирĕнпе пĕрле çак программăна пурнăçлама республикăри оборонăн икĕ пысăк предприятийĕ – «ЭЛАРА» АУО тата В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ – хутшăнчĕ.
Пĕррехинче пулас абитуриентсенчен пĕри: «Физика, математика, хими предмечĕсене пĕлни малашлăх алăкĕсене яри уçнине аван ăнланатăп», – тенĕччĕ. Кунта сăмах ăнăçлă карьера пирки пырать. Çак çамрăкăн сăмахĕсемпе эпĕ туллин килĕшетĕп.
– ЧПУ – Чăваш Республикинчи чи пысăк ăслăлăхпа вĕрентÿ центрĕ. Кунта 1081 преподавательпе сотрудник, çак шутра наукăн 135 докторĕ, наукăсен 571 кандидачĕ, вăй хурать. Университетра 22 ăслăлăхпа педагогика шкулĕ, 6 диссертаци канашĕ, аспирантура тата докторантура ĕçлет. 100 кафедрăра, 22 лабораторире ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттереççĕ.
Студентсем те, çамрăк преподавательсем те ăслăлăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Çулсерен регион шайĕнче студентсен «Ăслăлăх эрни» конференци, «Этем. Гражданин. Ученăй» фестиваль, ăслăлăх семинарĕсем, «çавра сĕтелсем», конкурссемпе олимпиадăсем иртеççĕ. Университетра вунă ытла конструктор бюровĕ уçнă. Унта студентсем ăслăлăхпа тĕпчев тата сăнавпа конструктор ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Кайран вĕсемпе производствăра усă кураççĕ.
ЧПУ студенчĕсем кашни çулах тĕнче, Раççей конкурсĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулса тăраççĕ. Тĕслĕхрен, инноваци проекчĕсен «УМНИК-2015» республика конкурсĕн çуркуннехи тапхăрĕнче пирĕн ултă студент çĕнтерчĕ, кашниех 400 пинлĕ гранта тивĕçрĕ. Ăслăлăхпа кăсăкланакан çамрăксен стипендийĕ те пысăкрах. Тата вĕсем университет шучĕпе кÿршĕ регионсене, ют çĕршывсене кайса кураççĕ. Сăмахран, машиностроени факультечĕн студенчĕсен команди Шанхай университечĕ /Китай/ механизмсемпе машинăсен теорийĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ олимпиадăна хутшăнчĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
– Студент пурнăçĕ вăл питĕ хăйнеевĕрлĕ, тĕрлĕ кăсăк пулăмран пуян. Университет Чăваш Енре пуринчен малтан Волонтер центрне никĕслерĕ. 450 ытла студент волонтер юхăмне хастар хутшăнать, çулталăкра 40 ытла акцие хутшăнаççĕ вĕсем. Кăçалхи июльте ЧПУн Волонтер центрĕ Пĕтĕм Раççейри ыркăмăллăх проекчĕсен конкурсĕнче çĕнтерчĕ.
Çуллахи вăхăтра студентсен строительство тата педагог отрячĕсем ĕçлеççĕ. «Молодцы» отряд, акă, Сочире Олимпиада валли обћектсем тума хутшăнчĕ. «Проспект 15» «Мускав-Питĕр» трассăна тунă çĕрте ĕçлерĕ. «ЧуГунок» тата «Пегас» отрядсем Краснодар крайĕнчи «Лазурный» лагерьте вăй хучĕç.
Студентсем сывă пурнăç йĕркине те тĕпе хураççĕ. Çулсерен университетра студентсен, общежитире пурăнакансен, пĕрремĕш курсра вĕренекенсен спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе спартакида иртет. Армспорт, волейбол, бадминтон, сĕтелçи теннис, çăмăл атлетика, туризм, шахмат, шашка, йĕлтĕр тата кире пукан спорчĕн секцийĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Вĕренÿрен пушă вăхăтра студентсем çавăн пекех университетра тата регионта иртекен мĕнпур мероприятие – «Çăлтăр пул!», «Студента илни», КВН вăййисем, «Мĕн? Ăçта? Хăçан?», «Ворошилов стрелокĕ», «Студентсен çуркунни» фестиваль, «Атăлçири Татьяна» т.ыт.те – хастар хутшăнаççĕ. Университет конкурссемпе конференцисен, олимпиадăсен çĕнтерÿçисене Питĕре, Мускава, Хусана, Сочие, Беларуçе, Украинăна экскурсие илсе каять.
– Питĕ хастар, питĕ ĕçчен, тем тĕрлĕ сĕнÿ те параççĕ. Волонтер центрне те, студентсен конструктор бюровĕсене те вĕсем пуçарнипе туса хунă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен шутĕнче шырав юхăмне чĕртсе тăратнине палăртса хăварас килет. Студентсен сĕнĕвне ырласа йышăнтăмăр, укçа-тенкĕпе пулăшрăмăр. Пирĕн шыравçăсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пулнă вырăнсене Смоленск тата Калуга облаçĕсене иккĕмĕш çул каяççĕ.
– Хальхи вăхăтри ĕç рынокĕ çамрăк специалиста профессионал пулма хистенисĕр пуçне тата тĕрлĕ сфера ĕç-хĕлне чухлама ыйтать, улшăнса тăракан саманара çухалса каймалла марри çинчен асăрхаттарать. Çакна шута илсе университетра хушма вĕрентÿ центрне йĕркеленĕ. Унта квалификацие ÿстерме тата çĕнĕ професси – ют чĕлхесем, компьютер технологийĕ, экономика, юриспруденци, психологи, педагогика, имиджелоги тата бизнес-риторика т.ыт.те – илме пулăшакан 200 ытла программа пурнăçланать. Çапла вара университетра вĕреннĕ хушăра пĕр харăсах темиçе професси алла илме май пур. Çак меслет укçа-тенкĕне те, вăхăта та перекетлеме пулăшать. 2014 çулта автошкул уçăлчĕ, унта «В» категориллĕ водительсене вĕрентсе хатĕрлеççĕ.
– Критерисем çулсерен çĕнелсе, улшăнса тăраççĕ. Патшалăх аслă пĕлÿ паракан организацисенчен çирĕпрех те çирĕпрех ыйтать. Паян кашни факультетăн, кафедрăн кулленхи ĕç-хĕлĕнче палăртнă кăтартусене пурнăçа кĕртмелле. Çавна май пĕлтĕр университетра факультетсем валли план заданийĕсене çирĕплетрĕмĕр. Çĕршыври чылай вуз тахçанах çакăн пек ĕçлет. Кирек епле вĕренÿ заведенийĕн те пурнăçпа тан утас, обществăна тата ĕç паракансене тивĕçтерес тесен Л.Кэролл произведенийĕсенче каланине шута илмелле: «Çав вырăнтах юлас тесен пĕтĕм вăйран чупмалла, ăçта та пулин çитме икĕ хут вăйлăрах чупмалла».
– Малашне питĕ кăткăс экономика лару-тăрăвĕнче ĕçлеме, хушма вĕрентĕве аталантарма, хуçалăх килĕшĕвĕсем тума, тулаш çăлкуçсенчен грантсем илме тивет. Оптимизацие малалла тăсасси, вĕрентÿ пахалăхне ÿстересси çинчен шухăшламалла. Профориентаци ĕçĕн çĕнĕ тĕсĕсене алла илмелли, çак шутра шкул ачисемпе студентсем валли кружоксем йĕркелемелли те, куçкĕрет. Ăслăлăх ĕçĕсемпе проектсемшĕн хавхалантарма университетăн гранчĕсене çирĕплетесшĕн. Май килнĕ таран мĕнпур мероприятие, федераци программипе конкурса хутшăнма, çапла майпа вăл е ку енĕпе хушма укçа выляса илме тĕллев лартатпăр.
Раççейри тата ют çĕршыври аслă шкулсемпе хутшăнса ĕçлессине тĕпе хуратпăр. Ĕç паракансемпе тачăрах çыхăнса ĕçлемелле: кафедрăсем, пĕрлехи вĕренÿпе ăслăлăх лабораторийĕсем, центрсем уçмалла. Хальхи вăхăтра Атăлçи патшалăх технологи университечĕпе /Йошкар-Ола/ энергетика тата электротехника, машиностроени енĕпе магистрсем хатĕрлеме килĕшÿ тунă. Июль уйăхĕнче тăватă енлĕ – И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Н.Э.Бауман ячĕллĕ МПТУ, ЧР Министрсен Кабинечĕ тата «Трактор завочĕсем» концерн – машиностроени факультетĕнче çĕнĕ «Кустăрмаллă тата çăпаталлă машинăсем» кафедра уçма килĕшÿ çирĕплетнĕ. Ют çĕршывсемпе çыхăнса ĕçленине кăтартакан тĕслĕх – Мхитар Гераци ячĕллĕ Ереван патшалăх медицина университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем Чăваш Ене вĕренме, ĕçлеме килеççĕ, пирĕннисем унта каяççĕ.
– Паллах, пулăшу курăмлă тата сисĕмлĕ. Пире республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев пулăшса пырать. Кĕскен каласан, алла-аллăн тытăнса ĕçлетпĕр. Акă 2014 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕ пулăшнипе университет çумĕнче Çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрĕ уçăлчĕ. Унта студентсемпе шкул ачисем хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Çавăн пекех пирĕн патра ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерстви никĕсленĕ «Чăваш Республикинчи машиностроени тытăмĕнчи инноваци ĕçĕсен прототипировани центрĕ» организаци ĕçлет. Вăл университетри инноваци ĕç-хĕлне пысăк тĕрев парать. Малашлăх тĕллевĕсем те пысăк. Чăваш Республикин ертÿлĕхĕпе, «Единая Россия» партипе тата РФ Вĕрентÿ тата наука министерствипе пĕрле бассейн строительствин программине кĕрес тĕлĕшпе малалла ĕçлетпĕр.
– Тавтапуç.
Валентина БАГАДЕРОВА. Газета “Хыпар”. 2015. 1 сентября.