Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Кил хуҫи тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ вӑхӑтра тӗрев пултӑр

Кил хуҫи тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ вӑхӑтра тӗрев пултӑр

02.05.2025
Категории: Чӑвашла.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен мӑшӑрӗсемпе тӗл пулу иртрӗ. Республика ертӳҫи Олег Николаев пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Калаҫури тӗп шухӑш аслӑ шкул паракан аталану мелӗсемпе вӗренӳ пулчӗ.

Аудиторие паттӑрсен ҫывӑх ҫыннисем пуҫтарӑннӑ. Фронтри арҫынсен мӑшӑрӗсем, амӑшӗсем, пӗртӑванӗсем. Ҫакӑн пек тӗлпулусем хӗрарӑмсене чунпа ҫирӗпленме, ырра шанса пурӑнма вӑй хушаҫҫӗ.

“Хальхи вӑхӑтра  пӗрле туса пынӑ тӗрлӗ ӗҫ, кил-хуҫалӑхри тивӗҫсем пӗтӗмпех сирӗн черчен хулпуҫҫисем ҫине тиеннӗ. Анчах та эпир пӗрле пулнине, пулӑшма тӑрӑшнине эсир те, фронтри паттӑрсем те туйса тӑччӑр”, – терӗ Олег Николаев. Ҫакӑн пек пысӑк ушкӑнпа хӗрарӑмсем час-часах пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Хальхинче калаҫу аслӑ шкулта иртни те ахальтен мар. Тӗлпулӑва килнисем хушшинче ҫитӗнсе пыракан ача амӑшӗ те чылай. Вӗсене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси, паллах, тӗп вырӑнта. Университет хӑнисем валли экскурси йӗркелесе аслӑ шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе, майӗсемпе паллаштарчӗҫ.

https://chgtrk.ru.