Главная  /  Новости  /  Студентам  /  Видео ӳкерме юратни этноблогер пулма пулӑшнӑ

Видео ӳкерме юратни этноблогер пулма пулӑшнӑ

16.02.2023
Категории: Студентам и Чӑвашла.

Соцсетьри страницисенче Чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ видеороликсем вырнаҫтаракан этноблогера Люссия Плотниковӑна Мордва Республикинче иртнӗ блогерсен форумне те чӗннӗ. РФ Общество палатинче волонтерта тӑрӑшакан пике – “Ҫамрӑксен хаҫачӗн” тӗпелӗнче.

Весовщицӑра ӗҫленӗ

– Люссия, санӑн яту хӑйне евӗр илемлӗ. Ана кам суйланине ыйтса пӗлмесӗр пултараймастӑп.

– Кун пирки килтисенчен ыйтса тӗпченӗччӗ. «Хам та пӗлместӗп. Пуҫа таҫтан пырса кӗчӗ», – терӗ атте. Краснодар хулинче асаннен аппӑшӗ пурӑнатчӗ. Вӑл – Люся. Эпӗ вара – Люссия. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра ятӑм килӗшместчӗ. Хама ҫынсенчен урӑхларах пулнӑн туяттӑм. Халӗ вара кӑмӑла каять. Пирӗн ҫемьере хӑйне евӗр ятлисем тек ҫук. 9-мӗш класра вӗренекен йӑмӑкӑм – Елизавета. Эпӗ Елчӗк районӗнчи Акчел ялӗнче ҫуралнӑ, Патреккелти шкулта 4 класс вӗреннӗ. Кайран аттепе анне Елчӗкре хваттер туянчӗҫ те унта пурӑнма куҫрӑмӑр.

– «Контактри» страницу ҫине эсӗ ҫапла ҫырнӑ: «Яланах «5»-пе кӑна вӗренеттӗм, анчах чӑваш чӗлхипе йывӑрлӑхсем пурччӗ, «ӗ» тата «е» сас паллисене арпаштараттӑм».

– Чӑнах та, «ӗ» тӑррине лартма пӗлместӗм. Кайран, паллах, хӑнӑхрӑм. Вӑл вӑхӑтра час-часах вырӑсла калаҫаттӑм. Шкул ҫулӗсенче эпӗ питӗ хастарччӗ. Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмне кӗтӗм. Ун чухне 8-мӗш класра вӗренеттӗм. Ҫавӑн чухне районтан Шупашкара слета кайрӑмӑр. Унта пирӗн валли тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ, семинар ирттерчӗҫ. Видео мӗнле ӳкермеллине те ӑнлантарчӗҫ. Эпӗ шӑпах ку ӗҫе кӑмӑллаттӑм. Асанне туянса панӑ сенсор телефонпа, камери начартарах пулсан та, ӳкереттӗм. Кушакӑн, асаннен чунне мӗн чуль илмен-ши? /кулать. – Авт./Вӑхӑт иртсен эпӗ юхӑмӑн лидерӗ пулса тӑтӑм. Кун хыҫҫӑн ман пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ те пӗлчӗ. Эпӗ ӑна час-часах ӳкереттӗм, унӑн ӗҫне видеосенче кӑтартаттӑм.

– Алӑран телефон яманни сана чапа тухма пулӑшнӑ эппин.

– Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра больницӑра волонтер пек тӑрӑшаттӑм, МЧС ӗҫченӗсене конкурс валли видеоролик те хатӗрлеме пулӑшаттӑм. Куншӑн мана районти мӗн пур пушарнӑй умӗнче медальпе чысларӗҫ. 11-мӗш класра вӗреннӗ вӑхӑтра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин уйрӑмӗнче ӗҫлеме тытӑнтӑм. Тӗрлӗ депутатпа курнӑҫаттӑм, видео ӳкереттӗм. Шкул пӗтерсен И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне заявлени пама кайрӑм. Мана журналистика уйрӑмӗн ертӳҫи Анатолий Данилов тӳрех асӑрхарӗ, пуян портфолиопа, ҫитӗнӳсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн журналиста вӗренме сӗнчӗ. «Пире сан пек хастарсем питӗ кирлӗ», – тесе хавхалантарчӗ. Ҫапла ку уйрӑма вӗренме кӗтӗм.

– Эсӗ журналист ӗҫне университета вӗренме кӗричченех кӳлӗннӗ темелле. Ку ӗҫе суйланӑшӑн ӳкӗнмерӗн-и?

– Заявлени панӑ, экзамен тытнӑ хыҫҫӑн тӳрех яла вӗҫтертӗм. Мӗншӗн тесен манӑн ӗҫе васкамаллаччӗ. «Прогресс» колхозӑн Патреккелти уйрӑмӗнче весовщицӑра тӑрӑшаттӑм. Унта 9-мӗш класра вӗреннӗ чухне официаллӑ майпа ӗҫлеме вырнаҫрӑм. Хиртен тырӑ илсе килетчӗҫ те манӑн ӑна йышӑнмаллаччӗ. Эпӗ атте-анне ӗнси ҫинче ларма хӑнӑхман. Шкула каймашкӑн мӗн кирлине туянма хамах укҫа ӗҫлесе илеттӗм. Тӑрук ман пата Анатолий Данилов шӑнкӑравларӗ те ЧР Пуҫлӑхӗн администрацине икӗ студента практикӑна ярассине пӗлтерчӗ. Пӗри эпӗ иккен. Пӗтӗм ӗҫе пӑрахса хулана кайрӑм. Мана компьютерпа ӗҫлеме лартрӗҫ, кайран вара соцсетьсемпе ӗҫлекен специалист ҫумне ҫирӗплетрӗҫ. Пӗрремӗш кунхинех Олег Николаевпа пӗрле Элӗке ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе кайрӑм, видео ўкертӗм. Администрацире ҫулталӑк практика тухрӑм, соцсетьсем валли тӗрлӗ видео хатӗрлерӗм. Олег Николаевпа пӗрле тӗрлӗ района ҫитсе куртӑм. «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине» презентациленӗ чухне Надежда Бабкинӑна ӳкертӗм.

– Администрацие ӗҫе вырнаҫма шухӑш ҫуралмарӗ-и?

– Эпӗ ҫулталӑка яхӑн Мускавра пурӑнатӑп ӗнтӗ. Кунта савнипе пӗрле пурӑнма куҫрӑм. Ҫавӑнпах университетра куҫӑн мар майпа вӗренме тытӑнтӑм. Ҫӗршывӑн тӗп хулине куҫса кайсан тӑван тӑрӑхшӑн питӗ тунсӑхлаттӑм, май тупӑнсанах Шупашкара килеттӗм. Халӗ эпӗ Мускавра та видео ӳкеретӗп. Ытларах монтажтӑвассипе тӑрӑшатӑп. Видео ӳкересси маншӑн тупӑш паракан ӗҫ пулса тӑчӗ. Чаплӑ видеосем ӳкерес тесе икӗ шалу укҫине пухса айфон туянтӑм. Икӗ уйӑх каялла вара ҫак телефонӑн чи юлашки моделӗсенчен пӗрне илтӗм. Халӗ РФ Общество палатинче волонтерта тӑрӑшатӑп кӑна мар, РФ Халӑхсен Ассамблейине те видео ўкерме пулӑшатӑп.

Мускав Правительствине ҫитнӗ

– Люссия, эсӗ телеграм-канал тытса пыратӑн, ытти соцсетьре чӑвашсен пуян йӑли-йӗркине кӑтартакан видеосем вырнаҫтаратӑн. Блогер пулни пурнӑҫна мӗнле улӑштарчӗ?

– Пӗр ҫулхине Мускавра йӗркеленӗ конкурс валли чӑвашсем ҫинчен видео ӳкертӗм. Ана курса мана Мордовие этноблогер пек блог-тура хутшӑнма йыхравларӗҫ. Унта тӗрлӗ регионти ҫамрӑксем мордвасен культурипе паллашма ҫитнӗччӗ. Ку мероприятие лекес тесен соцсетьри страницӑна тӑван чӗлхепе ертсе пымалла. Пире 4 кунра республикӑпа ҫывӑхрах паллаштарчӗҫ, ирҫесен ялӗнче те пулса куртӑмӑр. Ку регионта пурӑнакансен тумӗ пирӗнни пекрех туйӑнчӗ, пӗрешкел сӑмахсем те пур. Тӑван чӗлхесене упраса хӑварса ӑна малалла аталантарасси пирки нумай калаҫрӑмӑр. Кун хыҫҫӑн ҫак мероприятие хутшӑннӑ журналист, Пушкӑртстанран килнӗ Айгуль, хӑйсем патне пырса курма чӗнчӗ. Пушкӑртстанра бард юррисен «Кош юлы» фестивалӗ иртет. Ҫынсем вӑрманта палаткӑра пурӑнаҫҫӗ, кӑвайт умӗнче тӑван чӗлхепе юрӑсем юрлаҫҫӗ. Ҫапла унта 3 кун ирттертӗм, Епхӳре те пултӑм. Унта пурӑннӑ вӑхӑтра пушкӑртсем, мордвасемпе танлаштарсан, тӑван чӗлхепе ытларах калаҫнине сисрӗм. Тӑван чӗлхепе ҫырнӑ юрӑсен фестивальне ирттерес йӑла хама та кӑсӑклантарчӗ. Ҫул ҫӳреврен таврӑнсанах ялта юлташсемпе пӗлӗшсене пухрӑм та гитара каласа халӑх тата эстрада юррисене юрларӑмӑр.

– Блогер пулни сана Мускав Правительствине те ҫул уҫса панӑ.

– Чӑвашсем ҫинчен видео ӳкерсе конкурсра ҫӗнтерсен Нацисен журналистика шкулне лекрӗм. Пире Мускаври Правительствӑра иртнӗ форума чӗнчӗҫ, РФ Общество палатинче пулса куртӑмӑр. Тӗрлӗ семинара хутшӑннӑ хыҫҫӑн хамӑр ҫинчен каласа пама ыйтрӗҫ. Эпир Шупашкартан икӗ хӗрччӗ. Ентеше чӑваш ташши ташлама сӗнтӗм. Вӑл наци тумне хӑвӑртах шыраса тупрӗ. Ҫапла эпир пурне те тӗлӗнтертӗмӗр, пирӗнпе пӗрле ҫак шкул президенчӗ те ташларӗ.

– Хастарлӑху тапса тӑрать. Кала-ха, сана пур ӗҫре те ӗлкӗрме мӗн хавхалантарать?

– Эпӗ тӑватӑ стена хушшинче нумай ларма юратмастӑп, ун пек чухне шалтан «ҫунса кӗлленетӗп». Тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳретӗп, ӗҫлетӗп. Хӑй вӑхӑтӗнче туй та, юбилей та ӳкерсе куртӑм. Чӑвашсем тӑван чӗлхепе юрланине, ташланине курса хавхаланаттӑм.

Ирина КОШКИНА. Газета «Ҫамрăксен хаҫачĕ». 2023. 16 февраля.

СӐМАХ МАЙ

Люссия шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра хӑйӗн ташӑ ушкӑнне йӗркеленӗ. «Клубра ман валли алӑк яланах, канмалли кунсенче те, уҫӑ пулнӑ», – тет ҫамрӑк. Тӑван ялтан аякра пурӑннӑран вӑл ачасемпе текех ӗҫлеймест, хӑйӗн вырӑнне аслӑ класра вӗренекен Анастасия Архиповӑна шанса хӑварнӑ.

Пике Елчӗк районӗнчи ветерансем пирки фильм ӳкерсе интернета вырнаҫтарнӑ. Вӗсен тӑванӗсем ӑна курсан хӗре укҫа тӳлесшӗн пулнӑ. Анчах Люссия хирӗҫленӗ. Вӑл ку ӗҫе укҫашӑн мар, ҫынсем ветерансен паттӑрлӑхӗ пирки пӗлччӗр, вӗсене хисеплеччӗр тесе тунӑ.

Уншӑн ҫуралнӑ кун мар, Ҫӗнтерӳ кунӗ чи пӗлтерӗшлӗ уяв. Ҫавӑн чухне ҫар юррисене итлесе хӑпартланать. Пӗлтӗр вӑл Мускавра Ҫӗнтерӳ парачӗн репетицине ҫеҫ лекейнӗ. Парад курас тесе ятарласа Шупашкара ҫитнӗ.

Ҫул ҫӳреме кӑмӑллать. Кӑҫал Дагестана ҫитсе курасшӑн. Ку тӑрӑхри халӑхсен йӑли-йӗрки ӑна питӗ килӗшет, сӑрт-ту та илӗртет.

Люссия ҫут ҫанталӑк панӑ илеме кӑмӑллать, ҫавӑнпа ытларах сӑрланмасӑр ҫӳрет.

Хастар пике кӑҫал ЧР Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ.