Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  «Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?»

«Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?»

08.06.2022
Категории: Чӑвашла.

Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртрӗ. «Чӑваш кӗнеки» центрта Лариса Петровӑн пӗрремӗш сӑвӑ пуххине пахаларӑмӑр. «Мӗн ҫинчен авӑтать- ши куккук?» ятлӑскер кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курчӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм пире поэзи уявӗ парнелерӗ тесен те йӑнӑш мар.

Ларисӑн ҫепӗҫ те ырӑ чунне ӑнланакансем, унӑн пултарулӑхне хисеплекенсем чылай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ, поэт сӑввисене илемлӗн вуларӗҫ. Лидия Саринен, Ирина Кошкинӑн, Елена Кудрявцевӑн, Раиса Воробьевӑн, Ирина Архиповӑн вулавне палӑртас килет. Лариса поэзире кӑна мар, прозӑпа куҫару ӗҫӗнче те хастар пулнине ҫирӗплетсе каларӗ Ольга Федорова /Васильева/.

Ҫамрӑк сӑвӑҫа унӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Светлана Яковлева ӑшшӑн саламларӗ. «Шкулта чухне сӑввисем стеналӑ хаҫатӗнче пичетленетчӗҫ. Хӑй аллипе ӑсталанӑ пӗрремӗш кӗнекине вара халӗ те хамӑн архивра упратӑп», – терӗ Светлана Витальевна. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра Ларисӑна литература ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елена Чекушкина доцент /Елен Нарпи ҫыравҫӑ/ пулӑшнӑ. Кӑларӑм редакторӗ Ольга Иванова ал ҫырӑвӗпе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартрӗ. «Ҫепӗҫ тарӑн шухӑшлӑ йӗркесем чӗрене пырса тивеҫҫӗ, шанӑҫ парнелеҫҫӗ, кулленхи пулӑмсене хаклама хистеҫҫӗ. Вӗсенче ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленни, Тӑван ҫӗршывпа мӑнаҫланни, атте-аннепе вӗрентекенсене сума суни, юлташсемпе пӗрле савӑнни мала тухать. Тавралӑха сӑнама пӗлекен ҫын ҫеҫ ҫапла ҫырма пултарать», – терӗ Ольга Михайловна. Кӗнекере социаллӑ тематика юрату лирики те пур. Лариса «Хыпар» хаҫатӑн хыпарсен службин редакторӗнче ӗҫлет. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ – тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина тата журналистсем пултаруллӑ ӗҫтеше кӗнеке тухнӑ ятпа саламланӑ май чылай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ. Саламсем татах та янӑрарӗҫ залра. Пысӑк опытлӑ профессионал писательсем хӑйсен сӗнӗвӗсене пачӗҫ.

«Варкӑш» литература клубӗ ҫуллахи каникула каять. Ҫитес лару авӑн уйӑхӗнче иртӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ. Газета «Хыпар». 2022. 27 мая.