Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Вӗренӳ: ЧПУн 4 студенчӗ 1-ер млн тенкӗ ҫӗнсе илнӗ

Вӗренӳ: ЧПУн 4 студенчӗ 1-ер млн тенкӗ ҫӗнсе илнӗ

15.07.2022
Категории: Чӑвашла.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн 4 студенчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри “Студентсен стартапӗ” конкурса хутшӑнса 1-ер миллион тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем ку укҫапа хӑйсен бизнес проекчӗсене аталантарӗҫ. Сӑмах май, конкурсра 650 ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Ҫав йыша пирӗн ентешсем те лекнӗ.

Гранта вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн студентки Елена Астраханцева, экономика факультетӗнче вӗренекен Анна Мишина, химипе фармацевтика факультечӗн студенчӗ Александр Новиков, ЧПУн Улатӑрти филиалӗнче вӗренекен Евгения Тюрюшова ҫӗнсе илнӗ.

https://chuvash.org.