Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  «Туслăх аллейи» çĕнĕ тĕмсемпе пуянланчĕ

«Туслăх аллейи» çĕнĕ тĕмсемпе пуянланчĕ

14.09.2022
Категории: Чӑвашла.

«Туслăх аллейи» çĕнĕ тĕмсемпе пуянланчĕ. Чăваш патшалăх университечĕ пуçарнă ырă йăла малаллах аталанать. Хальхинче унта Донецк Халăх Республикинчен куçса килнĕ шкул ачисемпе пĕрле шахмăтла выляссипе Раççей чемпионачĕсен суперфиналĕсен сумлă хăнисем тата студентсем хутшăнчĕç.

«Туслăх аллейине» «Университет смени» проекта хутшăнакансем кăçал çулла пуçарнă. Унтанпа çак ырă йăлана çирĕп тытса пыраççĕ. Хастарсем тăрăшнипе кунта 30 кăвак чăрăш ешерет. Хальхинче «Туслăх аллейине» шахмăтла выляссипе Раççей чемпионачĕсен суперфиналĕсене килнĕ хăнасем йывăç-тĕмпе пуянлатрĕç. Вĕсен йышĕнче – темиçе хут тĕнче чемпионĕ ята илнĕ Анатолий Карпов гроссмейстер та пулчĕ, çак йăла çамрăксемшĕн питĕ пĕлтерешлĕ пулнине палартрĕ.

«Йывăç лартас ĕçе хутшăннă ачасем чăваш çĕрĕ çинче ирттернĕ кунсене хаваспах аса илĕç», – терĕ вăл. «Туслăх аллейи» Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ корпусĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Вăл иртсе çӳрекенсене тата тĕрлĕ регионтан килекенсене пĕрлештерекен вырăн пулĕ.

http://www.ntrk21.ru.