Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Торез тата Шупашкар – пулас тӑванла хуласем

Торез тата Шупашкар – пулас тӑванла хуласем

24.06.2022
Категории: Чӑвашла.

Чӑваш Ене Донецк халӑх республикинчен унти промышленнӑҫпа суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Юрий Никоноров ертсе пыракан делегаци килнӗ. Тӗлпулура пӗрле ӗҫлемелли виҫӗ килӗшӗве алӑ пуснӑ.

Донецк делегацийӗ пирӗн пата ятарласа уяв тӗлне килнӗ: Республика кунне паллӑ тунӑ тапхӑрта вырӑнти экономика шайне курса хак пама, партнёрсем тупма меллӗ. Хӑнасене пуринчен ытла электротехника ыйтӑвӗ кӑсӑклантарать: Донбаса энергипе тивӗҫтерессине ҫӗнӗрен йӗркелесе ямалла. Пирӗн патра ку енӗпе хӗрӗхе яхӑн предприяти тӗнче шайӗнче ӗҫлет.  Донецк халӑх республикинчи промышленнӑҫпа суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Юрий Никоноров каланӑ тӑрӑх, тӗлпулу вӑхӑтӗнче палӑртнӑ плансем тата та анлӑланнӑ. Чӑваш Енпе ҫыхӑнса ӗҫлени Торезри электротехника заводне вӑй илсе ҫӗкленме май парӗ.

https://chgtrk.ru.