24 июня
Расписание
Главная  /  Новости  /  Наука и инновации  /  Шупашкарта регионсем хушшинчи «Юность Большой Волги» наукӑпа пултарулӑх конференци-фестивалӗ иртрӗ

Шупашкарта регионсем хушшинчи «Юность Большой Волги» наукӑпа пултарулӑх конференци-фестивалӗ иртрӗ

07.06.2021

Ҫак анлӑ ӗҫ-пуҫа 1999-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑнакан ҫамрӑксем тӗпчевпе наука ӗҫӗсене, докладсене хӳтӗлерӗҫ.

Наукӑпа пултарулӑх конкурсне кӑҫал 600-е яхӑн ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗсене малтан экспертсем хакланӑ. 100 паллӑран 50-60 пухнисем финала тухнӑ. Ҫамрӑксене Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева саламларӗ. Вӑл хӑй студент чухне ҫак ӗҫ-пуҫа хутшӑннине аса илчӗ. Пӗлтӗр пандемие пула конференцие кӑҫалхи пек анлӑ мар, инҫет мелпе йӗркеленӗ. Республикӑри студентсем ун чухне вируса хирӗҫ кӗрешес ӗҫе хастар хутшаннӑ. Пулас медиксем стационарсенче вӑй хунӑ, ыттисем 65 ҫулран аслӑрах ҫынсене апат-ҫимӗҫ тата эмел килӗсене ҫитерсе панӑ. Вӗсене министр хӑюллӑхпа ырӑ камӑлшӑн тав турӗ. Ятарлӑ медальсемпе чысларӗ.

https://chgtrk.ru.