Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Республикӑри шыравҫӑсем Мурманск тӑрӑхӗнчи экспедицире пулчӗҫ

Республикӑри шыравҫӑсем Мурманск тӑрӑхӗнчи экспедицире пулчӗҫ

19.09.2022
Категории: Чӑвашла.

Ӑна Вырӑс географи пӗрлешӗвӗпе Ҫурҫӗр флочӗ йӗркеленӗ. Хастарсем 10 кун Кольски ҫурутравӗнчи вӑрҫӑ пынӑ вырӑнсене тӗпченӗ, салтаксен вилтӑприсене тирпейленӗ.

Ҫулран-ҫул йӑлана кӗрсе пыракан йӗркепе шыравҫӑсем инҫе ҫула Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ умӗнчен тапранчӗҫ. 17 ҫынран тӑракан экспедици ушкӑнне “Георгий хӑйӑвӗ” шырав отрячӗн ертӳҫи Сергей Кодыбайкин ертсе пычӗ. Инҫе ҫула вӗсем автобуспа тата КАМАЗпа 3 кун парӑнтарчӗҫ. Умра вара – чӑтӑмлӑха тӗрӗслекен пысӑк яваплӑх. Пурин те пӗр ҫемьери пек пулса, ҫанталӑк пӑтӑрмахӗсене пӑхмасӑр кӑвайт ҫинче апат пӗҫерсе чатӑр айӗнче пурӑнмалла-ҫке. Ҫапла кун хыҫҫӑн кун ир пуҫласа каҫчен шырав ушкӑнӗ чуллӑ-сӑртлӑ чӑрмавсене парӑнтарса ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сукмак хывать. 1941-42-мӗш ҫулсенчех асаттесем такӑрлатнӑ ҫулсем халӗ хулӑн мӑкпа витӗннӗ пулсан та, хӗрӳ ҫапӑҫу вырӑнӗсем ҫар хатӗрӗсенчен юлнӑ чылай тимӗр-тӑмӑра упраҫҫӗ.

https://chgtrk.ru.