Главная  /  Новости  /  Студентам  /  Ректор аэропортра… медальпе чысланă

Ректор аэропортра… медальпе чысланă

13.08.2022
Категории: Студентам и Чӑвашла.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн студенткишĕн Ксения Илюхинăшăн кăҫалхи ҫул тухăҫлă иртет: ҫĕртме уйăхĕнче Пĕтĕм Раҫҫейри ҫамрăксен проекчĕсен «ШУМ» форумне хутшăнса 200 пин тенкĕ грант ҫĕнсе илнĕ.

Ҫитĕнӳсен ҫулталăкĕ. Калининградра иртнĕ форумран таврăниччен Ксенийăна тепĕр ҫитĕнӳ ҫинчен хыпарланă: хĕр аслă шкулти тусĕсемпе ЧР Ҫамрăксен патшалăх премине тивĕҫнĕ! Ку награда – тата урăх проектшăн. Ҫуллан юлашки уйăхĕнче тинех канма вăхăт тупнă Ксюша. Тӳрех тăван тăрăхне, Тутарстанри Аксу районĕнчи Ҫирĕклĕ ялне, вĕҫтернĕ вăл.

–  Тĕрĕссипе, ҫапла ăннине халĕ те ĕненейместĕп. Эпĕ питĕ хăюсăр ҫын, ҫавăнпа ҫĕнтерӳ харсăррисене кăна тивĕҫет тесе шухăшлаттăм. Студентсем пуҫарнă проекта обществăшăн чăннипех те кирлĕ, усăллă ĕҫ пек хаклани хавхалантарчĕ, – Ксения хăйĕн шухăшне палăртнинчен пуҫланчĕ пирĕн калаҫу.

ЧР Ҫамрăксен премийĕн лауреачĕ пулнине ҫирĕплетекен медале Ксения ыттисем пек савăнăҫлă лару-тăрура илеймен. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна ҫĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Ҫамрăксен кунĕнче, Правительство ҫуртĕнче параҫҫĕ. Ун чухне Ксения «Росмолодежь» йĕркеленĕ форумран килсе ĕлкĕреймен. Самолетпа Калининградран – Мускава, ҫĕршывăн тĕп хулинчен Шупашкара вĕҫнĕ. Аэропортра ăна проекта пĕрле хатĕрленĕ тусĕсем кĕтсе илессине пĕлтернĕ.

–  Манпа пĕр самолетра ЧПУ ректорĕ Андрей Александров вĕҫессе кам шухăшланă-ха? Аэропортра юлташсем мана сырса илчĕҫ. Ыталантăмăр. Унччен те пулмарĕ – Андрей Юрьевич утнине асăрхарăмăр. «Эсир мĕн тăватăр кунта?» – кăсăкланчĕ ректор. Ăнлантартăмăр. Вăл ҫухалса каймарĕ. Хĕрсем хăйсемпе илсе пынă медале аэропортрах ҫакса ячĕ, лауреат ятне илнĕ ятпа саламласа ырă сунчĕ, – кăмăллă саманта куҫ умне кăларчĕ Ксюша.

Чăваш патшалăх университечĕн ушкăнне – 5 студента – премие «PROнаставничество» проектшăн панă. Ҫак йышра – университетри студентсен канашĕн хастарĕсем: Максим Хабаров, Александра Михайлова, Анна Кузьмина, Софья Абросимова тата Ксения Илюхина. Ку проект тин вĕренме кĕнисене, пĕрремĕш курс студенчĕсене, университетри пурнăҫа хăвăртрах хăнăхма пулăшать. Наставниксен йышĕнче – аслă курссенчи студентсем. Тухса ҫӳрекен шкул та ĕҫленĕ, унта федераци шайĕнчи спикерсем хутшăннă. Проекта виҫĕ аслă шкулта – ЧПУра, ЧППУра, ЧПАУра –  хута янă. Ăсталăх класĕсене психологсене те явăҫтарнă.

«Медиахакатоншăн»  грант. Калининградри «ШУМ» форума медиапа кăсăкланакан студентсем валли ятарласа пуҫарнă. Ксения кăҫал ҫакнашкал лапам пуҫласа йĕркелесси ҫинчен пĕлнĕ те хутшăнма кăмăл тунă. Унта каймашкăн ăна «ЧПУ-ньюс» медиацентрта тăрăшакансем чылай маларах хатĕрленĕ «Медиахакатон» проект пулăшнă.

– Мана ушкăн ĕҫне ҫĕршыв шайĕнче хӳтĕлеме шанчĕҫ. Ҫапла 500 ытла ҫамрăк пухăннă лапама ҫитсе куртăм. Жюри грант пама йышăннă 14 проектран пĕри пирĕн пулчĕ. Пирĕн пуҫару тĕллевĕ – халăха ҫамрăксен пурнăҫне пырса тивекен информаципе тивĕҫтересси. Ку проект медиапа кăсăкланакан, аталанма ăнтăлакан ҫамрăксем валли. Хальхи вăхăтра хăйĕн ĕҫне аталантарас тĕллевлĕ ҫынсем тĕрлĕ социаллă сетьре, онлайн-платформăра хастар тăрăшаҫҫĕ. Контента кăсăклă тăвас тесен мĕнле вăрттăнлăхсене пĕлмелле? Медиахакатона хутшăнакансем валли вĕрентӳ программи йĕркелетпĕр. Ятарласа йыхравланă спикерсем паха фото, текст, видео, дизайн хатĕрлемелли вăрттăнлăхсемпе паллаштарĕҫ. Ĕҫлекен журналистсем, пресс-служба представителĕсем, калемҫĕ ăсталăхне туптакан студентсем, шкул ачисем пĕр-пĕр пулăма ҫутатас енĕпе тупăшĕҫ. Ҫакăн евĕр ăмăртăва эпир университет шайĕнче ирттерсе пăхрăмăр. Тĕрлĕ факультетра вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕҫ. Ҫав тери кăсăклă пулчĕ. Ҫавăнпа ăмăртăва анлăрах йĕркелеме шухăшларăмăр. Халĕ ĕнтĕ вăхăтне те палăртрăмăр: вĕрентӳпе практика лапамне кĕркунне пуҫтарăнăпăр, – гранта тивĕҫнĕ 21 ҫулти хĕр проект пирки тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ.

Креативлă проектсем, пултаруллă яшсемпе хĕрсем, хавхалану… 8 куна тăсăлнă ҫак ырлăха Ксения ăҫта курнă тетĕр-и? Самар облаҫĕнче утă уйăхĕнче иртнĕ ҫамрăксен «iВолга» фестивалĕнче медиаволонтер пулнă чухне. Ҫĕршыври 60 регионтан, Луганск халăх республикинчен 2000 яшпа хĕр Мастрюково кӳлли хĕрринчи уҫланка пуҫтарăннă.

– 10 кун палаткăра пурăнтăмăр. Паллашу хыҫҫăн паллашу, туслă хутшăну, кăсăклă лекцисем… Ҫамрăксен тавра курăмĕшĕн ҫаксем йăлтах паха. Кашни регион куравра хăйсен халăхĕн наци япалисемпе паллаштарчĕ. Уйрăм шатер пĕчĕк музея аса илтерчĕ. Мероприяти иртнĕ-иртмен социаллă сетьсенче постсем ҫыртăмăр, сăн ӳкерчĕксем вырнаҫтартăмăр. Кашни каҫ концерт иртрĕ. Форума кайса курнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Хам суйланă профессире аталанма пулăшать вăл. Шкулпа сыв пуллашма вăхăт ҫитсен аттепе анне, вĕрентекенсем маншăн журналистика ҫулĕ ҫывăххине тĕрĕсех палăртнă иккен. «Сувар» хаҫатпа шкул ҫулĕсенчех ҫыхăну тытаттăм, заметкăсем ҫырса тăраттăм. Кĕнеке нумай вулани те журналистика специальноҫне алла илме пулăшать. Ҫавăнпа пушă вăхăтра тĕрлĕ хайлавпа паллашма тăрăшатăп. Интернетра кăна лармалла мар, – палăртрĕ Ксения.

Шупашкар ăна тăванĕсем патне килсе курсанах килĕшме пуҫланă. Вăл Ксюшăна питĕх пысăк хула пек туйăннă, тасалăхĕпе, илемĕпе тыткăнланă. «Шкул пĕтерсен вĕренме килĕн акă», – пĕлнĕ пекех каланă ашшĕпе амăшĕ вăталăх хĕрне. Малтан учительте тăрăшнă, халĕ нефть уҫлакан предприятире ĕҫлекен Сергей Михайлович тата фельдшерта вăй хуракан Альбина Аркадьевна хĕрĕн ҫитĕнĕвĕсемшĕн чун-чĕререн савăнаҫҫĕ.

Ирина ИВАНОВА. Газета «Ҫамрăксен хаҫачĕ». 2022. 12 августа.