Главная  /  Новости  /  Культура  /  Паян Шупашкарта регионсем хушшинчи “Абрикосовый сад” театр фестивалӗ вӗҫленет

Паян Шупашкарта регионсем хушшинчи “Абрикосовый сад” театр фестивалӗ вӗҫленет

09.12.2021

Кӑҫал студентсен пултарулӑх тупӑшӑвне Атӑл тӑрӑхӗнчи 6 регион хутшӑнать. Ҫамрӑксем ӑсталӑхне тӗрлӗ жанрта кӑтартаҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем пӗр актлӑ “Маяк” спектакль хатӗрленӗ. Ку вӑл “Кафедра”  пластика театрӗпе “Power” чирлидинг ушкӑнӗн  пӗрлештернӗ ӗҫӗ. Ҫавӑнпа та сцена ҫинче харӑсах илемлӗ ташӑсемпе  акробатика трюкӗсем те курма пулать.  Хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне ҫамрӑк артистсем хусканусем урлӑ  кӑтартаҫҫӗ. Спектакль 20-мӗш ӗмӗрти тӗнчипе паллӑ поэт Владимир Маяковский кун-ҫулӗ пирки. Сцена ҫинчен унӑн  сӑввисем те янӑраҫҫӗ. Фестиваль ҫӗнтерӳҫисен ячӗсем паян паллӑ пулӗҫ. Пӗтӗмлетӳ каҫӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн керменӗнче иртет, 18 сехетре пуҫланать.

https://chgtrk.ru.