Главная  /  Новости  /  Студентам  /  «Чăваш арчи» проект – Чăваш ЕН телерадиокомпани эфирĕнче

«Чăваш арчи» проект – Чăваш ЕН телерадиокомпани эфирĕнче

19.11.2021
Категории: Студентам и Чӑвашла.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Чăваш арчи» проектпа ĕçлеме пуçларĕ. Филологи уйрăмĕнче вĕренекен студентсем вăйă мелĕпе тата чăматанри лингводидактика материалĕпе усă курса çамрăксемпе чăваш чĕлхи урокĕсем ирттереççĕ, чăваш халăх культурипе паллаштараççĕ. Проекта пурнăçлама Раççей Федерацийĕнчи халăхсен чĕлхине упрас тата вĕренес енĕпе ĕçлекен фонд пулăшать.