Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Чӑваш патшалӑх университетӗнчи Туслӑх аллейинче тата 10 кӑвак чӑрӑш хушӑнчӗ

Чӑваш патшалӑх университетӗнчи Туслӑх аллейинче тата 10 кӑвак чӑрӑш хушӑнчӗ

01.08.2022
Категории: Чӑвашла.

Йывӑҫсене Донецк тата Луганск тӑрӑхӗнчи шкул ачисем лартрӗҫ. Вӗсем Вӗренӳпе ӑслӑлӑх тата Ҫутӗҫ министерствисем пуҫарнӑ “Университет смени” проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енре.

Чӑваш Ене “Университет смени” проектпа килӗшӳллен  Донецк тата Луганск халӑх республикисенчен 12-17 ҫулти шкул ачисем ҫитнӗ. Вӗсене чукун ҫул вокзалӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн  вӗрентекенӗсемпе студенчӗсем кӗтсе илнӗ. Ачасене Аслӑ шкулӑн санатори-профилакторине вырнаҫтарнӑ. Проект йӗркелӳҫисен сӑмахӗпе, хӑнасем валли пуян та кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Кашни кунах вӗсем университетра ӑсталӑх сехечӗсене хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ экспертпа тӗл пулаҫҫӗ,  Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсене ҫитсе кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех республика историйӗпе, халӑх йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллаштаракан ӗҫ-пуҫ та чылай.

https://chgtrk.ru.