Главная  /  Новости  /  СМИ о ЧувГУ  /  Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫӗнӗ спорт лаптӑкӗ хута янӑ

Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫӗнӗ спорт лаптӑкӗ хута янӑ

19.08.2020

Аслӑ шкулта халиччен пулнӑ баскетбол тата футбол уйӗсем ҫумне тепри хушӑнчӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. 

Хальхи вӑхӑтра аслӑ шкулта студентсемпе преподавательсем валли 9 спорт залӗ, 2 йӗлтӗр бази, чупмалли ҫулсем, 2 шахмат клубӗ, ГТО студийӗ тата 3 уҫӑ спорт лаптӑкӗ пур. Вӗренӳ ҫулӗнче университетра вун-вун ӑмӑрту иртет. Футболистсем те, сӑмах май, ҫулран-ҫул ӑсталӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Ҫӗнӗ спорт лапамне тӑвас ӗҫ пирки университет шанӑҫне тахҫанах кӗнӗ строительство компанийӗпе килӗшӳ тунӑ. Ку подрядчик аслӑ шкул валли  2017-мӗш ҫултанпа 4 пысӑк объект ҫӗкленӗ. Спортсменсем ҫӗнӗ футбол уйне хапӑлласа йышӑннӑ.

 

https://chgtrk.ru