Главная  /  Новости  /  Университет  /  Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн ҫӗнелнӗ корпусӗ уҫӑлчӗ

Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн ҫӗнелнӗ корпусӗ уҫӑлчӗ

27.10.2021
Категории: Университет и Чӑвашла.

Аслӑ шкул хӑйӗн укҫи-тенкипе 25 миллион тенкӗлӗх юсав ирттернӗ.

1964-мӗш ҫулта хута янӑ ҫурт самай кивелсе ҫитнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та ӑна тӗпрен ҫӗнетме йышӑннӑ. Ҫиелтен 2000-мӗш ҫулсенче юсакаланӑ. 2018-19-мӗш ҫулсенче корпусӑн пӗрремӗш хутне ҫӗнетнӗ, бизнес-инкубатор тата “Точка кипения” вӗренӳпе наука лаптӑкӗсем йӗркеленӗ. Кӑҫал 4 хутлӑ ҫурт палӑрмаллах улшӑннӑ. Подряд организацийӗ ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. 4 уйӑхра электричество тытӑмне улӑштарнӑ, аудиторисенче стенасене сӑрласа илемлетнӗ, коридорсене йӗркене кӗртнӗ. Пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ спорт залне те хӑтлӑлатнӑ. Кунти стенасене ҫемҫе матсемпе витнӗ. Унсӑр пуҫне аудиторисенче ҫӗнӗ сӗтел-пукан вырнаҫтарнӑ, компьютер класӗсем валли хальхи техника туяннӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ корпусне уҫма Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ. Кунта пысӑк улшӑнусем пулса иртнине, пуҫаруллӑ ҫамрӑксене пӗлӗве аталантарма тивӗҫлӗ майсем ҫителӗклине палӑртӗ.

https://chgtrk.ru.