Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Чӑваш патшалӑх университечӗн библиотекинче Елен Нарпи ҫыравҫӑн “Телей патне пин ҫухрӑм” кӗнекине пахаларӗҫ

Чӑваш патшалӑх университечӗн библиотекинче Елен Нарпи ҫыравҫӑн “Телей патне пин ҫухрӑм” кӗнекине пахаларӗҫ

23.03.2023
Категории: Чӑвашла.

Прозаикӑн хайлавӗсен ҫак пуххи Цифра аталанӑвӗн министерстви ҫулсерен йӗркелесе ирттерекен грантсен ӑмӑртӑвӗнче пӗлтӗр ҫӗнтернипе пичетленсе тухнӑччӗ.

Елен Нарпи чӑваш литературинче пӗрремӗш повӗҫӗ “Тӑван Атӑл” журналта тухсанах палӑрнӑ темелле. Унӑн хӑйне евӗр ҫырас меслетне аслӑ ҫыравҫӑсем тӳрех асӑрхаса уйӑрнӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви малтан унӑн пӗчӗккисем валли ҫырнӑ хайлавӗсене вулакансем патне ҫитерчӗ: 2007-мӗш ҫулта “Ҫумламан йӑран”, каярах “Салтак тӳмипе Тал пиҫен” кӗнекесене кӗҫӗн ҫулхисем кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. “Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркипе” “Хӗл лариччен” – ҫитӗннисем валли. Халь пахалакан “Телей патне пин ҫухрӑм” кӗнеке те – 16 ҫул урлӑ каҫнисемшӗн. Автор калав-повӗҫӗнче яланах хӑй тӳссе ирттерни ҫинчен ҫырать.
Елен Нарпи (хальхи хушамачӗ Перепёлкина) – филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ, Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑван литературӑпа турккӑ чӗлхи вӗрентет. Паянхи кун республика пичетӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен, литературӑра та палӑрма пуҫланӑ чӑваш  ҫамрӑкӗсем ун патӗнче вӗреннӗ. Вӗсен йышӗнче Ольга Иванова-Австрийская кӗнеке издательствин редакторӗ те. Елен Нарпин икӗ кӗнеки унӑн алли витӗр тухнӑ.

2021-мӗш ҫулта ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсем хушшинче ҫӗнтернӗ алҫырӑва автор икӗ повесть кӗртнӗ: “Телей патне пин ҫухрӑм” тата “Кӑпӑшка пӗлӗтсем айӗнче”. Иккӗшӗнче те тӗпре – этем шӑпи, ҫын чун-чӗри юратупа телейшӗн ҫунни. 2019-мӗш ҫулта тухнӑ “Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки” кӗнекене вуланисем унти сӑнарсен, Любӑпа Сашӑн, кун-ҫулӗ малалла еплерех йӗркеленнипе кунта паллашма пултараҫҫӗ. Литература тӗпчевҫисем каланӑ тӑрӑх, хайлавсем паянхи ҫамрӑксене йӑнӑш утӑм тӑвасран хӑтарма пултараҫҫӗ.

“Турӑ пире кирлӗ вӑхӑтра кирлӗ ҫынпа тӗл пултарать”, – тет автор. Хӑйӗн хайлавӗсенче вӑл ҫав ҫӳлтен кӑтартакан паллӑсене асӑрхама сӗнет, пӗтӗмлетӳсем туса тӗрӗсрех пурӑнма вӗрентесшӗн.

https://chgtrk.ru.