Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

10.10.2022
Категории: Чӑвашла.

Аслӑ шкула 55 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама унтан вӗренсе тухнисем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Уява Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.

Чӑваш патшалӑх университечӗ – республикӑри чи сумлӑ аслӑ шкулсенчен пӗри. Ӑна Мускаври энергетика институчӗн Атӑлҫи филиалӗн никӗсӗ ҫинче 1967-мӗш ҫулта уҫнӑ. Чи малтанах унта 7 факультет пулнӑ. Паян 5 факультетра техника, экономика, медицина, обществӑпа гуманитари специальноҫӗсене вӗрентеҫҫӗ. Университетра тӗрлӗ майпа 19 пине яхӑн студент ӑс пухать. Вӑл шутран 2 700-шӗ чикӗ леш енчи хӗрсемпе каччӑсем. Пурӗ вара 55 ҫул хушшинче аслӑ шкултан 130 пин ҫын вӗренсе тухнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ университӑн ӗҫ ушкӑнне Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ, ҫавӑн пекех патшалӑх наградисене нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан преподавательсем тивӗҫрӗҫ.

https://chgtrk.ru.