Главная  /  Новости  /  Чӑвашла  /  Чӑваш Енри тухтӑр Раҫҫейре 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ

Чӑваш Енри тухтӑр Раҫҫейре 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ

29.08.2022
Категории: Чӑвашла.

Пӗтӗм Раҫҫейри тухтӑрсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. «Чи лайӑх анестезиолог-реаниматолог» номинацире Президент пепкелӗх центрӗнче ӗҫлекен Екатерина Степанова виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Вӑл тин ҫуралнӑ ачасен интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче ӗҫлет. Екатерина Степанова 16 ҫул ӗнтӗ пепкесен пурнӑҫне ҫӑлать.

Вӑл ача чухнех тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче педиатри уйрӑмӗнчен вӗренсе тухсан Президент пепкелӗх центрне ӗҫе вырнаҫнӑ.

https://www.chuvash.org.