Главная  /  Новости  /  СМИ о ЧувГУ  /  Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухакан чи лайӑх студентсене чысларӗҫ (видео)

Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухакан чи лайӑх студентсене чысларӗҫ (видео)

02.07.2026
Категории: СМИ о ЧувГУ и Чӑвашла.

Тӗрлӗ факультетра ӑс пухнӑ 111 каччӑпа хӗр вӗренӳре, наукӑра, спортра, пултарулӑхра, обществӑлла пурнӑҫра ҫитӗнӳсем тунӑ.

Уяв Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче иртрӗ. Хастар та пултаруллӑ ҫамрӑксене палӑртасси 2010-мӗш ҫултанпа йӑлана кӗнӗ.

“Чи лайӑххи” паллӑна тивӗҫекенсене аслӑ шкулӑн ректорӗ Андрей Александров, ытти сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ. Хӗрсемпе каччӑсен умра – анлӑ пуласлӑх, терӗҫ. Пурнӑҫра пысӑк ҫитӗнӳсем тума, лайӑх специалистсем пулма сунчӗҫ. Университетра вӗренсе тухса диплом илнӗ яш-кӗрӗме хаклаҫҫӗ, вӗсем республикӑри тата унӑн тулашӗнчи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен компанисене вырнаҫаҫҫӗ.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе аслӑ шкултан вӗренсе тухакансем пурте пӗрле сӑн ӳкерӗнчӗҫ тата академи шлепкисене ҫӳлелле ывӑтса пӗр-пӗрне саламларӗҫ.