Аслӑ шкулта акцие хутшӑнас текенсем валли 5 вырӑн хатӗрленӗ. Пурӗ хӑйсен пӗлӗвне пин ытла ҫын тӗрӗслерӗ: студентсем, вӗрентекенсем, тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлекенсем. “Ҫӗнтерӳ диктантне” хутшӑнакансем чи малтан ятарлӑ ҫар операцири салтаксем патне ҫыру ҫырчӗҫ. Вӗсене ҫывӑх вӑхӑтра фронта ӑсатӗҫ.
Диктанта ҫырма 45 минут уйӑрчӗҫ. Пурӗ 25 ыйту. Кӑҫал вӗсене Совет Союзӗн маршалӗ, паллӑ ҫар пуҫлӑхӗ Георгий Жуков ҫуралнӑранпа 130 ҫул, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ, ятарлӑ ҫар операципе ҫыхӑннисем те пулчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах вӑрҫӑ паттӑрӗсем, ҫапӑҫу вырӑнӗсем, хӗҫ-пӑшалпа наградӑсем пирки те аса илме тиврӗ.
“Ҫӗнтерӳ диктанчӗн” географийӗ ҫулсерен анлӑланса, хутшӑнас текенсен шучӗ те ӳссе пырать. Акцин тӗп тӗллевӗ – истори чӑнлӑхне упраса хӑварасси, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин синкерлӗ тапхӑрӗпе ытларах ҫамрӑка паллаштарасси. Пӗтӗмлетӳсемпе “Ҫӗнтерӳ диктанчӗ” акцин сайтӗнче паллашма май пулӗ.