17 января
Расписание
Главная  /  Новости  /  Год памяти и славы в России  /  Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри истори диктанчӗ иртет

Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри истори диктанчӗ иртет

25.08.2020

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ. Республикӑра ҫакна валли 3 пин ҫын вырнаҫмалӑх 34 лаптӑк йӗркелеме палӑртнӑ.

Хӑнӑхтарусене еплерех пурнӑҫланине волонтерсем сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫырса илнине асӑрхасан диктантран кӑларса яма пултараҫҫӗ. Ятарлӑ лаптӑка ҫитейменнисем акцие ДиктантПобеды.рф. сайтра инҫет мелпе хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта маларах регистраци тухса тӗрлӗ хӑнӑхтару туса пӑхма май пур. Ҫавӑн пекех ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн сайтӗнче хатӗрленмелӗх лекцисем вырнаҫтарӗҫ. Пурӗ 25 ыйту пулӗ, вӗсенчен 5-шӗ регионти ӗҫ-пуҫпа ҫыхӑннисем. Диктант 45 минут пырать. Ӑна юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. 

https://chgtrk.ru