Главная  /  Новости  /  Наука и инновации  /  Ăслăлăх кунĕ

Ăслăлăх кунĕ

08.02.2022

Паян Раççейре наука кунне паллă тăваççĕ. Çак уява 1724-мĕш çулта çĕршывра Ăслăлăх академине уçнипе çыхăнтараççĕ. Чăваш Енре те ăслăлăхри çитĕнÿсемпе палăракан сахал мар. Вĕсенчен чи маттурисем уявра чыслава тивĕç пулчĕç. Çĕршыв пуласлăхĕ, унăн аталанăвĕ ăслăлăхпа çыхăннă ĕçсенчен нумай килет. Çакна çамрăксем те лайăх чухлаççĕ. Вĕсем сăнав, тишкерÿ, тĕпчевĕсем ирттерсе малашлăха хăйсен тÿписене хываççĕ.

Наука кунĕнче республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕн хастарĕсем хăйсен экспозицийĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе ятарлă куравра паллаштарчĕç. Сăмахран, Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пĕлÿ илекенсем вĕрентекенĕсем пулăшнипе çĕр улмин çĕнĕ вăрлăхĕсене туса илнĕ. Çак ĕçре вĕсем микроклон ӗрчевĕн меслечĕпе усă курнă. Уявра республикăри чи лайăх çамрăк ăсчахсемпе тĕпчевçĕсене те палăртрĕç. Çулсерен иртекен конкурсра Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тăрăшакан Инесса Васильева та палăрма пултарнă. Çамрăк вĕрентекен экономика ыйтăвĕсене тишкерет, ĕçтешĕсемпе пĕрле вăл пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçлать. Вĕсенчен пĕри сăмахран, регионти экономика хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă.

ИНЕССА ВАСИЛЬЕВА: «Манăн публикацисем нумай пулнă. Урăх çĕршывра та публикацисем пур. Нумай ĕçленĕ, çавăнпа та ку награда маншăн питĕ хаклă». Çамрăк ăсчахсене хавахлантарс, ăслăлăх тытăмне аталантарас тĕллеве регионта та, çĕршыв шайĕнче те мала кăлараççĕ. Тĕрев укçи пани çĕнĕ пĕлÿ илме, тĕпчевсем ирттерме май панине пĕлтереççĕ аслă шкул ертÿçисем.

ВЛАДИМИР ИВАНОВ: «Пĕлтĕрхи çул пире самаях пысăк ĕçсем тума май туса пачĕ. Ку, паллах, Владимир Владимирович Путин халăх патне янă çырăвĕпе çыхăннă. Вăл килĕшÿ тунă тăрăх 10 миллиард укçа тенкĕ 2 çула уйăрнă. Пĕлтер эпир 5 миллиардран 155 миллионне педуниверситетра илтĕмĕр, çавна ĕçе вырнаçтарма тÿр килчĕ». Тĕпчев, тишкерÿ ĕçĕ – арçынсем валли çеç мар. Хĕрарăмсем те çемье вучахне упранипе пĕр танах наукăн тĕрлĕ тытăмĕнче ăнăçлăн аталанаççĕ. Статистика кăтартăвне илес пулсан ăслăлăх ĕçĕнче тăрăшакансенчен 54 процентне хĕрарăмсем йышăнаççĕ. Вĕсене халалласа çавра сĕтел те йĕркелерĕç.

МАРИНА ВИШНЕВСКАЯ: «Шухăш пулсассăн, вăхăтне майлаштарса пырсассăн, çемьере пулăшса тăракан пулсассăн хĕрарăма питех те йывăрах тесе калас килмест. Топонимика енĕпеле, географи, истори, языкознани, чăваш сăмахлăхĕ, мĕншĕн Шупашкар, çав ыйтусене студентсемпе малалла та учитель ертсе пынă хыççăн аталантарса пыма ирĕк пулса пырать манăн». «Хавхалану пулсан кирек хăш тытăмра та палăрма пулать», – теççĕ хĕрарăмсем. Чыславра, çавра сĕтелре палăрнă ăсчахсем çулсем иртсен Раççей наукинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнас тесе малашне те хастар тăрăшас ĕмĕтлĕ.

http://www.ntrk21.ru.