Главная  /  Интервью  /  Андрей АЛЕКСАНДРОВ: «Университет 55 çул пĕлÿ тĕнчине çул уçать»
7 Окт
2022

Андрей АЛЕКСАНДРОВ: «Университет 55 çул пĕлÿ тĕнчине çул уçать»

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнăранпа кăçал 55 çул çитрĕ. Аслă шкулăн ĕнерхи кун-çулĕ, паянхи ĕçĕ-хĕлĕ, ыранхи тĕллевĕсем пирки Андрей АЛЕКСАНДРОВ ректор каласа кăтартрĕ.

Пĕр ĕмĕр каяллах çуралнă шухăш

Шупашкарта патшалăх университетне уçас ыйтăва 1920 çултах çĕкленĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев та хамăрăн университета уçма сĕннĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче ку сăмах патне тепĕр хутчен таврăннă. Анчах ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме каллех май килмен.

1967 çулта тин университет йĕркелес ыйтăва татса панă. Ку ĕçре патшалăх тата парти деятелĕсен Семен Ислюковпа Илья Прокопьевăн тÿпи пысăк. Семен Матвеевич КПСС Тĕп комитечĕн секретарĕпе Леонид Брежневпа тата СССР Министрсен Канашĕн Председателĕпе Алексей Косыгинпа тĕл пулса Чăваш çĕрĕнче университет уçма ÿкĕте кĕртме пултарнă. Çапла майпа çурлан 17-мĕшĕнче СССР Министрсен Канашĕ истори пĕлтерĕшлĕ йышăну кăларнă. Авăнăн 1-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕ студентсен пĕрремĕш йышне йышăннă. Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче университета И.Н.Ульянов ятне панă.

Аслă шкулăн пĕрремĕш ректорĕ пулма техника наукисен докторне, Хусан патшалăх университетĕнче нумай çул ĕçленĕ Семен Сайкин профессора çирĕплетнĕ. Ăслăлăх проректорне — С.Абруков профессора, вĕрентÿ ĕçĕн проректорне А.Аракеляна лартнă. Университета çĕршыври чылай вĕренÿ заведенийĕнчен пултаруллă преподавательсемпе тĕпчевçĕсем ĕçлеме килнĕ. Пĕрремĕш çулхине аслă шкулта çичĕ факультет — истори-филологи, медицина, пĕтĕмĕшле техника, хими, экономика, электротехника, промышленноç электрификацийĕ тата строительство — уçăлнă.

1967-1968 вĕренÿ çулĕнче электротехника, промышленноç электрификацийĕн тата пĕтĕмĕшле техника факультечĕсенче 3800 ытла студент вĕреннĕ. Вĕсене 200 çын, çак шутра — наука докторĕсемпе кандидачĕсем 20-ĕн — пĕлÿ панă. Истори-филологи факультетĕнче ăс пухакан 900 ытла студента 3 профессортан тата 30 доцентран тăракан коллектив вĕрентнĕ. 1968-1969 вĕренÿ çулĕнче физика-математика факультетне уçнă. Çапла майпа техника факультечĕ машиностроени тата инженери-строительство факультечĕсене йĕркелемелли май пулса тăнă.

Аслă шкула никĕсленĕренпе университет самай улшăнса çĕнелчĕ, çирĕпленчĕ. Хальхи вăхăтра вăл Раççейри вăйлă аталаннă инноваци, ăслăлăх, вĕрентÿ тата культура центрĕсенчен пĕри, пысăк рейтинглă вуз шутланать. Унăн вĕрентÿ программисемпе ĕçлеме ирĕк паракан лицензи тата патшалăх аккредитацийĕн свидетельстви пур.

Вузăн инфратытăмĕ те паянхи кун ыйтнипе килĕшсе тăрать. Университетăн хăтлă кампусне туса хурассишĕн нумай тăрăшрăмăр, вĕрентÿ корпусĕсене, общежитисене юсанă. Ку енĕпе наци проекчĕсем самай пулăшаççĕ. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн акă 2-мĕш тата 3-мĕш общежитисене реконструкцилетпĕр.

Хальхи вăхăтра университетра 150 яхăн профессорпа наука докторĕ, 600 ытла доцент, ăслăлăх кандидачĕ вăй хурать, 15 факультет, Улатăр хулинче филиал ĕçлет, бакалавриатăн 57 направленийĕпе, специалитетăн 27 программипе, магистратурăн 31 енĕпе пĕлÿ илме пулать. Ултă диссертаци канашĕ ĕçлет. Тĕнчери 25 çĕршыври 80 вĕрентÿ организацийĕпе çыхăну йĕркеленĕ, 18 патшалăхри 69 аслă шкулпа ĕçтешлĕх килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ, республикăри 400 ытла предприяти-организаципе, Раççейри вун-вун вузпа тачă çыхăнура тăрать. «Университет ачасем валли» проектпа килĕшÿллĕн преподавательсемпе студентсем шкулсенче ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. «Педагогсем — производствăна» проекта хутшăнса преподавательсем предприятисене тухса çÿреççĕ. Факультетсен çумĕнче шкул ачисем валли 35 кружок йĕркеленĕ. Çулсерен университетра олимпиадăсемпе предмет конкурсĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ.

Аслă шкул мăнаçлăхĕ

Аслă шкулăн ят-сумне çĕклекенсем — унăн ĕçченĕсем тата студентсем. Машиностроени факультечĕн команди, сăмахран, Пĕтĕм Раççейри машинăсемпе механизмсен теорийĕн олимпиадинчен çуллен çĕнтерÿпе таврăнать. Китайри Шанхай университетĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери тупăшура вара ЧПУн пĕрлештернĕ команди «Ют çĕршывсенчи чи лайăх команда» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă.

Чăваш Енри аслă шкулсен историйĕнче пуçласа ЧПУн журналистика уйрăмĕн студенчĕ Артем Гаврилов А.И.Солженицын ячĕллĕ стипенди лауреачĕ пулса тăнă. Ксения Скворцова тата Алина Хабибуллина Раççейри аслă шкулсен вунă студенчĕ йышĕнче А.А.Вознесенский ячĕллĕ стипендие тивĕçнĕ.

Санкт-Петербургра Чернышевский проспектĕнче 54 тупăллă «Полтава» карапа халалласа палăк уçнă. Карапăн 3D-макетне тата конструктор документацине Ю.Воронцов тата В.Григорьев доцентсем ертсе пынипе машиностроени факультечĕн студенчĕсем Александр Быков, Иван Метелев тата Алексей Родионов туса хатĕрленĕ.

Чăваш Республикин «Çамрăксен ăслăлăх-инноваци конкурсне хутшăнакан» программăпа килĕшÿллĕн университетăн 36 студенчĕ хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме грант çĕнсе илнĕ. Раççей ăслăлăх фончĕ хими наукисен докторĕ О.Насакин, хими наукисен кандидачĕ О.Ершов, хими наукисен кандидачĕ М.Беликов ертсе пынă виçĕ проекта 55,5 миллион тенкĕлĕх грантпа хавхалантарнă. Университет студенчĕсем 2015 çулта Атăлçи округĕнчи «iВолга» /Самар хули/, «Территория смыслов на Клязьме» /Владимир облаçĕ/ форумсенче ултă грант çĕнсе илнĕ, «Таврида» /Крым/ форумран 1,1 миллион тенкĕлĕх грантпа таврăннă. Университет ăсчахĕсем Раççей никĕс тĕпчевсен фончĕн 39 гранчĕпе тĕпчевсем ирттереççĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ — 16 миллион ытла тенкĕ.

2018 çулта Иннополисра /Тутарстан/ Пĕтĕм Раççейри робототехника олимпиади иртнĕ, унта çĕршыври 50 регионти 500 ытла çамрăк хутшăннă. ЧПУ студенчĕсем Сергей Лимонов, Сергей Мишин /тренерĕ — Сергей Солин/ 2-мĕш вырăн йышăннă. Кăçал Елена Астраханцева, Анна Мишина, Александр Новиков, Евгения Тюрюшова Пĕтĕм Раççейри «Студентсен стартапĕ» конкурсра çĕнтерсе 4 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕç.

Çулсерен аслă шкулăн 100 ытла студенчĕ тата аспиранчĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Правительствин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем, Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕсем пулса тăраççĕ.

Радиоэлектроника тата автоматика факультечĕн студенчĕ Алексей Федоров, РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕскер тата «УМНИК-Сириус» программăпа конкурсра çĕнтернĕскер, 2019 çулхи çу уйăхĕнче Сочире çĕршыв ертÿçипе Владимир Путинпа тĕл пулчĕ.

Предприятисемпе тачă çыхăнура

Университет республикăри пысăк предприятисемпе пĕрле тĕрлĕ проект пурнăçлать. Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ пĕрлĕхĕн тата ЧПУн нефть тата газ кăларакан промышленноçĕн пысăк технологиллĕ производстви валли элементсем хатĕрлемелли пĕрлехи проектне /ертÿçи — Н.Кольцов профессор/ ĕçе кĕртме федераци бюджетĕнчен 99 миллион тенкĕ, предприяти 100 миллион тенкĕ уйăрнă.

Университет ученăйĕсем Шупашкарти электроаппарат завочĕпе пĕрле пурнăçлакан автоматика выключателĕсен çĕнĕ варианчĕсене туса хатĕрлемелли проектăн инвестицийĕн калăпăшĕ — 500 миллион тенке яхăн. Укçан пĕр пайне — федераци бюджечĕ, теприне завод парать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ хутшăннипех Шупашкар хулин стоматологи поликлиникинче Инноваци технологийĕсен ăслăлăх-вĕрентÿ центрĕ уçăлнă.

Чăваш патшалăх университечĕн тата «Чăвашкабель» акционерсен пĕрлешĕвĕн пĕрлехи проекчĕ 2019 çулта РФ Вĕрентÿ тата ăслăлăх министерствин конкурсĕнче çĕнтерсе 30 миллион тенкĕ федераци субсидине илнĕ. Çав çулах университет тата «Intel» корпораци /АПШ, Калифорни штачĕ/ килĕшÿ çирĕплетнĕ. Çав документпа килĕшÿллĕн ЧПУ нейрон сетьсене тĕпчекен питĕ пысăк проекта хутшăнать. Проекта Америкăри, Канадăри, Европăри 20 ученăя кĕртнĕ. Йышра Раççейрен пĕртен-пĕр çын — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хушма математика, физика тата информаци технологийĕсен факультечĕн доценчĕ М.Киселев — пулнă.

Чăваш патшалăх университетĕнче Шупашкарти транспортпа ял хуçалăх машиностроенийĕн инжиниринг центрне туса хунă. Центр экономикăн тĕрлĕ секторĕн организацийĕсемпе инжиниринг ĕçĕсене пурнăçлама 67 килĕшÿ тунă.

«Çеçпĕл» предприятин, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата Мускаври Н.Э.Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университечĕн пĕрлехи проекчĕ те федераци бюджетĕнчен 245 миллион тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ.

Спорт — сывлăх тата ăнăçу

Университетра физкультура тата спорт аталанăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Аслă шкул уçăлнăранпах кунта спорт клубĕ ĕçлет. Физкультура занятийĕсене тата элективлă курссене физкультура тата спорт кафедрин 29 преподавателĕ ирттереççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсем те спортра пысăк çитĕнÿ тунă.

Университетра çулталăк тăршшĕнче факультетсен хушшинче 22 спартакиада, студентсен общежитийĕсен хушшинче 13 ăмăрту йĕркелеççĕ. Кунсăр пуçне уйрăммăн пĕрремĕш курссем, преподавательсем, аслă шкул ĕçченĕсем валли тĕрлĕ тупăшу ирттереççĕ. ЧПУра 2014 çултанпа «Ĕçе тата хÿтĕлеве хатĕр» комплекс нормативĕсене пурнăçлама ăмăртусем йĕркелеççĕ. Сăмах май, университет Чăваш Енри аслă шкулсенчен Хусанта 2013 çулта иртнĕ Универсиадăн пĕртен-пĕр официаллă партнерĕ пулнă.

Хальхи вăхăтра ЧПУра армрестлинг, армлифтинг, кире спорчĕн, волейбол, ирĕклĕ кĕрешÿ, регбол, баскетбол, мини-футбол, шашка, шахмат, çăмăл атлетика, бадминтон, спорт ориентированийĕн, сĕтел çи теннис, дартс, пауэрлифтинг, регби, чарлидинг, мас-рестлинг, самбо, туризм, хоккей секцийĕсем ĕçлеççĕ. Çак пĕрлешÿсенче ăсталăхне туптакан студентсем республика, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаççĕ.

Чăваш Енри вузсен универсиадинче, сăмахран, ЧПУ команди пилĕк çул 1-мĕш вырăн йышăннă. 2015 çулта аслă шкулта «ЧПУ мамончĕсем» хоккей клубĕ йĕркеленĕ. Вăл самай пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарать. «ЧПУ-Атланта» баскетбол клубĕ те ăнăçлă тупăшать. Университетăн турклубĕ 2019 çулта çĕршыври вузсен çумĕнчи чи лайăх туризм клубĕ пулнине палăртнă. 2021 çулта журналистика уйрăмĕн студентки Лана Прусакова АПШра фристайл енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл призер пулса тăчĕ.

Канма та майсем çителĕклĕ

Университета вĕренме килекен çамрăкăн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать. Кашниех вăл çутă пулăмсемпе пуян пуласса кĕтет. Аслă шкулта студентсен вĕренÿрен ирĕклĕ вăхăтне усăллă ирттерме те май çителĕклех. Кама мĕн кăсăклантарать — çав енĕпе аталанма пултарать.

Студентсен канашне — университетăн студентсен хăй тытăмлăх управленийĕн органне — чи хастар, пысăк яваплăхлă çамрăксем пухăннă. Вĕсем командăра ĕçлесе обществăшăн усăллă проектсем хатĕрлеççĕ, палăртнă тĕллевсене яланах пурнăçлаççĕ. Студентсен канашĕ студентсен пĕрлĕхĕпе филиал, факультет, университет ертÿлĕхне çыхăнтарса тăракан сыпăк пулса тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ — студентсен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси.

Студентсен пысăк йышĕ волонтерсен ретĕнче тăрать. Вĕсем — хăйсен вăхăтне шеллемесĕр ырă ĕç тума тăрăшакансем. Аслă шкулта волонтер медиксем, Çĕнтерÿ, экологи тата социаллă пурнăç, спорт тата культура, медиа тата профориентаци волонтерĕсем ĕçлеççĕ.

Университетра студентсен тăхăр ĕç отрядне йĕркеленĕ. Вĕсем пилĕк енлĕ /педагогика, строительство, медицина, сервис, проводник/ ĕç-хĕл пурнăçлаççĕ. Аслă шкул çамрăкĕсем çĕршыври пысăк стройкăсене хутшăнаççĕ, Чăваш Енри, Краснодар крайĕнчи, Крымри санаторисенче, ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсенче, çĕршыври чукун çул çинче, республикăри медицина организацийĕсенче ĕçлеççĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ют çĕршыв çамрăкĕсем те нумаййăн вĕренеççĕ. Çак йышри кашни студента пулăшас тĕллевпе Ют çĕршыв вĕренекенĕсен канашне туса хунă. Унта тĕрлĕ чĕлхеллĕ, йăла-йĕркеллĕ халăх хĕрĕсемпе каччисем пухăннă. Пĕрлĕхре туслăх хуçаланать. Ют патшалăх студенчĕсене университетăн социаллă пурнăçне хăнăхма çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери студентсен клубĕ те пулăшать.

Ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕпе кăсăкланакан студентсемпе преподавательсем ăслăлăх пĕрлĕхĕ туса хунă. Общество хастарĕсем ăслăлăх-практика конференцийĕсем, «çавра сĕтелсем», олимпиадăсем, семинарсем, квестсем, парламент дебачĕсем, промышленноç предприятийĕсемпе паллаштаракан экскурсисем, ытти мероприяти йĕркелеççĕ. Студентсен ăслăлăх обществи, сăмах май, Пĕтĕм Раççейри икĕ пысăк конференцие ирттерме те хутшăннă.

Университетăн профсоюз организацине аслă шкулта вĕренекенсен социаллă пурнăçпа экономика тата ытти правипе çăмăллăхне хÿ¬тĕлес тĕллевпе никĕсленĕ. Профсоюз кашни студента, аспиранта, ординатора тивĕçлĕ тĕрлĕ пулăшу, çав шутра — укçан та, илме май парать. Профсоюз çавăн пекех вуз йĕркелекен спорт ăмăртăвĕсемпе пултарулăх мероприятийĕсен партнерĕ те пулса тăрать. Профком кинотеатра, бассейна, театра, катока кайма тÿлевсĕр билетсем парать, экскурсисем йĕркелет. Организаци социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те куçран вĕçертмест: апат хакĕсене, общежитири условисене, столовăйри лару-тăрăва сăнасах тăрать.

Студентсене илĕртекен тепĕр вырăн — культура керменĕ. Унта хальхи вăхăтра пултарулăхăн 12 енĕпе 21 студи — вокал, хор, театр, бутафор искусстви, КВН, чирлидинг, ташă тата ытти — ĕçлет. Тĕрĕссипе, университетăн культура керменĕ пек пысăк технологиллĕ лапам Атăлçи тăрăхĕнчи вузсенче урăх çук та. Кунта хальхи йышши сасă тата çутă хатĕрĕсене, ытти оборудование вырнаçтарнă. Чи пĕлтерĕшли — студентсем питĕ пултаруллă пулни. Вĕсем кирек епле мероприятие те пысăк калăпăшлă уява çавăрма пултараççĕ.

Бизнес-инкубатор студентсене тата университет сотрудникĕсене проект ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма пулăшать. Унăн тĕллевĕ — шухăша пурнăçа кĕртме май паракан вĕрентÿ уçлăхĕ туса хурасси, предприниматель компетенцийĕсене аталантарасси, проект ĕç-хĕлне тытса пыракан команда йĕркелесси.

Малашлăхри тĕллевсем

Паянхи саманара çын аталанăвне интернет, çиçĕмле хăвăртлăхпа аталанакан коммуникаци технологийĕсем пысăк витĕм кÿреççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче студент лекцисенче, библиотекăра пĕлÿ пуçтарнă. Кун валли вăхăт тата вăй-хал нумай кирлĕ пулнă. Çав саманари студентсем пĕлĕве ытларах хакланă, мĕншĕн тесен ăна тупма ансат пулман. Паян çĕнĕ пĕлÿ илмелли май питĕ нумай. Çакă лайăх, анчах çамрăк çынна информацисен тинĕсĕнче кирлине суйласа палăртма çăмăлах мар.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн юлашки çулсенчи кăтартăвĕсене пăхса хаклас тăк — вăл палăрмаллах ÿсрĕ. Тĕслĕхрен, кăçал информатика тата шутлав техникин факультетĕнчи бюджет вырăнĕсене вĕренме кĕмелли вăтам балл 74,4-па танлашрĕ. Техника направленийĕшĕн ку пысăк кăтарту, унта — 240 ытла бюджет вырăнĕ. Çулсерен ЧПУна 200 яхăн медалист тата тĕрлĕ шайри олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем вĕренме кĕреççĕ.

Университета кирек хăçан та тарăн пĕлÿллĕ, аталанма тăрăшакан, преподаватель ĕç-хĕлне лайăхлатса пыракансем кирлĕ пулнă. Паян та аслă шкул урок паракансене кăна мар, расписани тулашĕнчи ĕçсене тума та — сăмахран, студи, кружок, студентсен клубĕсене ертсе пыма — хатĕррисене кĕтет. Тĕпчев ĕçĕпе кăсăкланакан педагогсем питĕ кирлĕ. Аслă шкул пĕтерекенсене преподаватель ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклантарас тĕллевпе çамрăк ăсчахсем валли «Ăслăлăх кандидачĕ» тата «Ăслăлăх докторĕ» программăсем хатĕрленĕ.

Хальхи вăхăтра малашлăха пăхакан кирек епле пысăк организацири пекех пирĕн вузра та ĕç-хĕле цифра çине куçарасси тĕп тĕллевсен шутĕнче тăрать. ЧПУра студентсем те, преподавательсем те, университет ĕçченĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те, ертÿлĕх те усă курма пултаракан пĕрлехи ресурссем — электрон расписани, вебинар платформи, практика отчечĕсем тата ытти те — йĕркеленеççĕ. Абитуриентсен, студентсен, преподавательсен кабинечĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене компьютертан кăна мар, телефонран та кĕме пулать. Пирĕн халĕ, сăмах май, зачет кĕнекисем те электронлă. Тĕрлĕ сервиса хатĕрлеме студентсене анлăн хутшăнтаратпăр. Тĕслĕхрен, «Манăн ЧПУ» приложени турăмăр, унпа халĕ 6 пин ытла вĕренекен усă курать.

Паллах, самана улшăннă май университетра та çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пырĕç. Цифра экономики ыйтнипе, çĕнĕ технологисем ĕçе кĕнипе килĕшÿллĕн аслă шкулта вĕрентекен специальноçсем те хушăнĕç. Çавăн пекех вуз малашне те ăслăлăх тĕпчевĕсене йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрĕ. Ку ĕçе студентсене ытларах та ытларах явăçтарĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА Газета «Хыпар». 2022. 7 октября.