Чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин ĕçченĕсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2013» акцие хутшăнчĕç.

Диктанта çырма сахал мар çын пухăннă. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетне кăна 500 ытла çын килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче - студентсем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, журналистсем. Диктантра чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ текста усă курнă.

Диктанта мĕнлерех çырнине пĕлес тесен ыран е виçмине И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн е И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн сайчĕсене кĕрсе пăхмалла.

Аса илтеретпĕр, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие йĕркелекенсен шутĕнче - И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

 

Министерство информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики