Екатеринбургра армспорт енĕпе «Урал Кубокĕ» Пĕтĕм Раççейри турнир иртнĕ. Унта 100 ытла спортсмен хутшăннă. Сумлă ăмăртура Чăваш ĕн чысне Чăваш патшалăх университечĕн Олеся Игнатьева хÿтĕленĕ.

Олеся – армлифтинг енĕпе Чăваш Ен рекордсменки, Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисен тата Раççей студенчĕсен спорт пĕрлешĕвĕн  чемпионачĕн çĕнтерÿçи. Унăн тренерĕ – Алексей Атласкин.

О.Игнатьева армлифтинг енĕпе кĕмĕл медаль çĕнсĕ илнĕ. Армспортра Свердлов облаçĕн тата Челябинск хулин спортсменĕсемпе вăй виççе виççĕмĕш пулнă.

И. СТАРТОВ. Газета «Хыпар». 2012. 24 октября.