Мускав тăрăхĕнче "Саккун хатĕрлес енĕпе манăн пуçару" Раççей конкурсĕ иртнĕ. Унта пирĕн ентешсем те хутшăннă. Сюзанна Скворцова "Массăлă информаци хатĕрĕсен Интернетри право йĕркелĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсем" темăна сÿтсе явнă, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Вăл И. Н .Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн студенчĕ. Сюзанна - ЧР Президенчĕн стипендиачĕ. Вăл Раççейри ăслăлăх тата пултарулăх конкурсĕсенче пĕрре кăна мар мала тухнă. Çак кунсенче ун патне акăлчан чĕлхипе сочинени çырассипе Пĕтĕм тĕнчери конкурса хастар хутшăннăшăн хĕпĕртесе Аслă Британирен Тав çырăвĕ килнĕ. Т.КЛАВДИНА. „Хыпар” 2011, çĕртме, 8