Акан 22-мĕшĕнче Шупашкарти Mega Galaxy канупа культура центрĕнче черетлĕ «Чăваш пики» ăмăрту иртрĕ. Хальхи шучĕпе 5-мĕш, çăвăнпа та ăна юбилейлă мероприяти теме те юрать.

23042011-01

Ăмăртура пурĕ 12 пике тупăшрĕç. Шупашкара вĕсем республикăн тĕрлĕ районĕсенчен пухăнчĕç — Елчĕк, Патарьел, Муркаш, Етĕрне, Тăвай, Шăмăршă, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенчи пикисем хăйсене чи çепĕççи, чи хастарри, чи сăпаййи ята илессипе ăмăртрĕç. Çĕнтерӳçĕ ятне илес тесен вĕсен 5 конкурс витĕр тухмалла пулчĕ: чи малтанах хăйсем пирки каласа пачĕç, кайран ыйтусем çине хуравларĕç, унтан пултарулăха кăтартрĕç. Апат-çимĕç хатĕрлессипе те, чăваш тумне тăхăнса хитрелĕхе кăтартассипе те пултаруллă пулма тиврĕ вĕсен.

Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн «Чăваш пики-2011» ята Елчĕк районĕнчи Локтева Виктория тивĕçрĕ. Пĕлтĕр ку чыс Тăвай районĕн хĕрне Алиса Королевăна лекнĕччĕ.

http://chuvash.org/news/1472